Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӳрте (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗне темскер сӗт тартрӗ паян, — каларӗ Укахви, пӳрте кӗрсен, — ним чухлӗ те антармарӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Амӑшӗ вучах чӗртсен, тӗтӗме мӑрьерен ҫил ҫана-ҫапа каялла пӳрте хӑваларӗ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӳрте те васкаса кӗчӗҫ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня тӳрех пӳрте вирхӗнсе кӗчӗ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл сӗрме купӑсне хучӗ те Эльвира тул енчен пулӑшнипе чӳречене хупрӗ, вара пӳрте питӗрчӗ, хӗр патне тухрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ним сасӑ тумасӑр асӑрханса пӳрте кӗчӗ ача, каҫхи сывлӑм нӳретнӗ ботинкипе таса урайне йӗрлесе, чӗрне вӗҫҫӗн зала иртрӗ, фортепьяно умне ларса, аллине клавишсем ҫине хучӗ, анчах та пӑтравлӑ, канӑҫсӑр туйӑмсем музыка чӗлхине кӗресшӗн пулмарӗҫ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вара вӑл пӳрте питӗрсе урама тухрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӳршӗ алӑкӗ шалтлатни илтӗнсен тин Славик каялла пӳрте кӗчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Унтан пӳрте шалтан та тултан тӑм шӑлса шуратрӑмӑр, ӑшчиккине сӑрласа, тӗрӗллӗ накат чуптартӑмӑр, маччисене шурӑ хут ҫыпӑҫтартӑмӑр, унтан чӑланпа тӗпел кукри тума тытӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Вӗсем витӗр пӳрте кӑвак тӳпе ҫути (уяр кунсенче ӗнтӗ) янкӑр ӳкет.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чӑнах та, ҫураҫма аниччен ҫӗнӗ пӳрте куҫма ӗлкӗртӗмӗр.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Атте вара кайма тухнӑскер тепӗр хут пӳрте кӗчӗ те мана тата йӑмӑксене йӑтса сак ҫине тӑратрӗ, кашнинех ытлаласа илчӗ те йӗрсе тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Ҫӗрӗпе ҫывӑрман Пахом Петрович черкке тӑррине татса панипех лӗштӗр ывӑнса кайрӗ те, пӳрте кӗрсе, диван ҫине выртрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пахом Петрович сасартӑк сиксе тӑчӗ, унта-кунта ҫапӑнса, хыттӑн таплаттарса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫав самантра пӳрте тепӗр ушкӑн ҫын ҫӗмӗрӗлсе кӗчӗ те, вара Кирил Иванч хӑй те шӑпланчӗ, ыттисем те ни апла, ни капла калама ӗлкӗреймерӗҫ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Юрӗ ӗнтӗ, пӳрте кӗрсе, карчӑка вӑратса ҫӳрес ҫук.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Енчӗк пӳрте юлнӑ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Чӑнах та, алкумӗнче ура сассисем илтӗнчӗҫ, унтан пӳрте тӑват-пилӗк хӗр кулса-калаҫса кӗчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ял хӗрринчи пӗчӗк пӳрте кӗрсе салтӑнма ӗлкӗрчӗҫ кӑна, вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӗр чупса ҫитрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней