Поиск
Шырав ĕçĕ:
Путаница (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурма ыйхӑллӑ куҫӗсемпе вӗсем Путаница ҫырмин пӑтранчӑк шывӗ ҫинелле, хулан хӗрлӗ тӑмлӑ чӑнкӑ ҫыранӗ ҫинелле тата бульвар тӗлӗнче Окуров хулине витсе хупланӑ тӳпенелле кӑнь-кань пӑхкалаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫуллахи каҫсенче Заречье ҫыннисем йӑмрасем айне, Путаница шывӗ хӗррине, хулари бульвара хирӗҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ, вара, хӑйӑр ҫине выртса е ларса, ӑмсанчӑк куҫӗсемпе ҫӳлелле тинкереҫҫӗ: хӗрлӗ тӳпе ҫутинче чиркӳсен тӗксӗм кӑвакрах тӑррисем касса кӑларнӑ пек ярт палӑрса тӑраҫҫӗ, хура тӑхланран шӑратса тунӑ евӗрлӗ сӑрӑ тӗслӗ каланча палӑрать, ун ҫинче пожарникӗн тӗттӗм кӳлепи курӑнать, тата Фогелӗн ҫурчӗ ҫинчи башня, хӗвеланӑҫ ҫутинче шупка хӗрлӗ тӗс ҫапнӑскер, палӑрса ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хула виле хӗресӗ евӗрлӗ майлашӑнса ларнӑ: хӗрес тӗпӗнче — хӗрарӑм мӑнастирӗ тата масар, тӑррине — Заречьене — Путаница юханшыв касса татнӑ, сулахай ҫунаттинче — кивелсе тӗссӗрленнӗ тӗрме, сылтӑм ҫунаттинче тата — Буйнов хуҫасен хӑлтӑр-халтӑр кивӗ усадьби, катӑлса-хӑйпӑнса пӗтнӗ пысӑк ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫурт: ҫурт ҫивиттин стропилӗсем кашкӑрсем пӑвса таткаланӑ лашан аяк пӗрчийӗсем пек ҫаралса юлнӑ, кантӑкӗсене хӑмасемпе ҫапса лартнӑ, вӗсен хушӑкӗсем витӗр пуш-пушӑ тӗттӗм тулалла сӑрхӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чернораменье таврашӗнчи чӑтлӑх вӑрмантан Путаница ятлӑ пӗчӗк юлхав шыв юхса тухать, сухаласа пӑрахнӑ сӑртлӑхсем хушшипе авкаланса тӑсӑлса хула тӗлне ҫитет те вӑл, хулана пӗрешкел икӗ пая уйӑрать: пӗри Шихан — унта чи лайӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, тепри — Заречье, кунта вара этем тӗшне те тӑман мещенсем хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Страницы:
- 1