Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пурттипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗл Мучи йывӑҫсене пурттипе шаккаса тӗрӗслесе ҫӳренӗ чух, паллах, ӑшӑ пӳртре ларнинчен, ҫутӑ сӑн-питлӗ ачана утьӑкка тунинчен пахи ним те ҫук.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ларӑр, суя миххисем! — тет вӑл, «ҫивчӗ пурттипе ҫӑка шанкине вартаса».

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Е пурсӑра та купӑста пуҫӗ пек тураса тӑкӑп! — хаяррӑн кӑшкӑрса, пурттипе сула-сула, Анука тытса пыракансем ҫине ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ял-ял тӑрӑх ҫӳреме тытӑнать, ҫивчӗ пурттипе ҫынсене ҫурт-йӗр ҫавӑрма пулӑшать.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кач-кач! иртет ҫивӗч пурттипе туратсене Анюта.

Помоги переводом

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑвапана кам пурттипе е хӗҫҫипе касан, ача ҫавӑн пек пулать, теҫҫӗ пирӗн.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ пуҫа ҫӗклесен, Петӗр ман ума хӑйӗн юнлӑ пурттипе пычӗ те ӑна ман ҫине йӑтма тӑчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн пурттипе аври хӑйпе пӗрлех.

Помоги переводом

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шахрун айккинелле пӑрӑнса утма тытӑнсан тин ирӗк ҫӗре лутра этем мӗкелтетсе тухать, ӳсӗркелесе пурттипе йывӑҫа шаккать.

Шахрун теперь шел неторопливо и увидел низенького человечка, с кряхтеньем постукивавшего топором по дереву.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурттипе лартсан ҫакӑнта?

А что, как саданет топором по голове?..

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурттипе хӑлха чиккинчен парсан…»

А ну как даст топором по загривку?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сетнер чупса ҫитнӗ-мӗн Илтсе карчӑк сассине, Вӑрӑ, шуйттан, пурттипе Пуҫнех ҫурнӑ унӑнне!

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗрремӗш рете — ултӑ е ҫичӗ фут — ҫӑмӑллӑнах хыпрӑмӑр, иккӗмӗшне — вӑрахрах; хушӑксене тӑпрапа хуплатпӑр, ӑна малтан Астаротӑн пурттипе тата патаксемпе тӗпрететпӗр; малалла хӑпартнӑҫемӗн ӗҫ йывӑрлансах пырать, хӑш-пӗр чул муклашкине кӑкӑр тӗлне ҫитиччен ҫӗклеме те йывӑр; ҫавӑн чухне вӗсене хул пуҫҫисемпе тӗревленсе иккӗн йӑта-йӑта хуратпӑр.

Первый ряд, шириною в шесть или семь футов, мы положили легко, второй был возведен уже медленнее; промежутки мы заполняли землей, разрыхляя ее топором Астарота и палками; чем далее, тем труднее становилась наша работа, и я не мог подымать приблизительно на высоту груди некоторых камней; тогда мы взваливали их вместе, упираясь плечами.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

— Пӗр минут! — пурттипе темиҫе хут сулса вӑл алӑк кӗтесӗнчи ҫӳлти хӑмана касса уҫрӗ те пересрен сыхланса кӗтеселле сикрӗ.

— Одну минуту! — Быстро, несколькими ударами топора он вырубил верхнюю часть доски в самом углу двери и отскочил, опасаясь выстрела.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Илтмесӗр, пӗр эрне ӗнтӗ пирӗн ял халӑхӗ ҫав хыпарпа кӑна пурӑнать, — терӗ Ольга Матвеевна, каска ҫине пурттипе юнашар ларнӑскер, хӑй ӗҫленӗ чухне кӑштах вараланнӑ аллине, тӗреннӗ пек туса, ҫурӑм хыҫне пытарма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Владимир хӑрса типнӗ лутра йывӑҫсемпе тӗмсене хӑвӑрт та пӗр йӑнӑшсӑр суйла-суйла илет, пӗчӗк пурттипе ӑнӑҫуллӑн касса ваклать.

Владимир безошибочно выбирал мелкий сухостойный подлесок, маленьким топориком срубал его.

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Упа, пуҫне усса, хурлӑхлӑ мӗкӗрнӗ, ҫав вӑхӑтра Алексей, чармакланса тӑрса вут ҫурнӑ пек, аллинчи пурттипе упана ӗнсинчен качлаттарнӑ.

Жалобно рыча, зверь подставил голову под новый удар топора, тогда Алексей, широко раскорячив ноги, всадил топор в затылок медведя, как в полено.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл, хӗвел ҫинче кӗмӗл пек ялтӑракан пурттипе сулкаласа, шалчасене пит те ӑста шӗвӗртсе ҫапа-ҫапа лартать.

Взмахивая серебряным на солнце топором, он ловко затёсывал кол.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Кӗпер хӗрринче, урисене шывалла ярса, темӗнле матрос ларать, кӗпе вӗҫҫӗнех вӑл, пурттипе темӗскер касать.

У края моста сидел, спустив ноги в воду, какой-то человек в одной рубахе и чинил что-то в понтоне.

10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Маруҫ амӑшӗ пурттипе сулать те кун пуҫне касса та татать.

Тогда мать ударила его топором и отрубила ему голову.

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней