Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аслӑ Пестов платникӗн бригади шпалсем ҫурмалли хуралтӑн тӑррине хӑмапа витме тытӑннӑ-тытӑнманах ҫаврака пӑчкӑсем вӑрмантан кӳрсе килнӗ пӗренесенчен пӑрӑссемпе хӑмасем туса янӑрама пикенчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Семен Пестов плотникпа Фирсов рабочи пӗр сас-чӳсӗр ҫухалчӗҫ, вӗсене ҫавраҫил ҫӗклесе вӗҫтерсе кайнӑ пулӗ, тесе шутларӗҫ.Пропали без вести плотник Семен Пестов и чернорабочий Фирсов; предполагали, что их унесло вихрем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Аслин — хура ҫӳҫлӗ те патвар Федорӑн — бригади склад пуҫтарать, хыткан та сарӑ ҫӳҫлӗ Пестов Семен хӑйӗн бригадипе барак тӑвать.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кунта платниксем, Пестов пӗр тӑвансем сӗннӗ тӑрӑх, малтанах хатӗрлесе хунӑ пайсенчен сӑнамалла майпа ҫуртсем тунӑ.По предложению плотников братьев Пестовых, здесь начали опытные постройки из сборных элементов.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах хӑшӗсем пирӗншӗн геройсем пек курӑннине пӗлме кансӗр те мар, Пестов гимназисчӗсем!
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пестов гимназисчӗсем пӗтӗм Мускавӗпе те чи чарусӑр ҫамрӑксемччӗ — ахальтен пулман иккен ҫак гимназие ытти гимназисенчен кӑларнӑ ачасене пӗтӗмпех пуҫтарнӑ пулнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗлле, вунтӑххӑрмӗш ҫулхине, Пестов гимназийӗпе Лядов реальнӑй училищине пӗрлештерчӗҫ, ҫуркунне вара Бржозовская ячӗпе тӑракан хӗрсен гимназине те ҫаксемпе пӗрлештерчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Садово-Триумфальнӑй урамри тем пысӑкӑш хӗрлӗ ҫуртра нумай та пулмасть-ха Пестов гимназийӗ вырнаҫнӑччӗ.Еще недавно в большом красном здании на Садово-Триумфальной помещалась гимназия Пестова.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1