Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӑшалне перессе пемен пуль те, капкӑн лартса пӑхас терӗм ак.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халь-халь перессе асӑрхасанах ишевҫӗ кӗсменне сӗклерӗ, пуҫне калпакӗпе хупларӗ, кӗсмене шӑтарнӑ пуля тростник тӗмӗ еннелле вӗҫнӗ самантра шухӑшламасӑрах пӗкӗрӗлчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ӑна хумханни кансӗрлет, вӑл мушкине тӳрех тупаймарӗ, хаяррӑн-усаллӑн ятлаҫрӗ те — перессе кӗтсе хытса тӑчӗ.Волнение мешало ему, он не сразу отыскал мушку, злобно выругался и замер, ожидая выстрела.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Виҫӗ тӗрлӗ ҫартан (артиллери, пехота, кавалери) уйрӑлми пӗтӗҫсе тӑракан Наполеонӑн корпусӗсемпе дивизийӗсене хирӗҫ вырӑссен ӑнсӑртран пӗрлештернӗ чаҫӗсен колоннисем тӑнӑ, ҫитменнине тата вырӑс салтакӗсем перессе французсенчен икӗ хут ытла вӑрахрах пенӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Перессе тӗтӗмлӗ снарядсемпе пенӗ.
Камбре патӗнче танксемпе ҫапӑҫни // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Перессе вӑл минутӑра тӑватҫӗре яхӑн пуля персе кӑларнӑ.А скорострельность ее доходила до четырехсот выстрелов в минуту.
Максим пулемечӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Перессе палицӑпа ҫапла пенӗ.
Вутпа перекен палица // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Перессе пирӗнтен пӗр вунӑ километрта, Белицкий лагерӗ тӑнӑ енче перетчӗҫ.Стрельба шла километрах в десяти от нас, приблизительно в районе лагеря Балицкого.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Перессе хӑйсем нимӗн тӗллемесӗр-тумасӑрах вӗреҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир хӑш тӗлте вырӑнаҫса тӑнине никам та пӗлекен ҫук.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
«Ку тата мӗне пӗлтертӗр!» шухӑшларӗ Иван Иванович «эпӗ нихҫан та Иван Никифорович пӑшалне курманччӗ. Мӗнле-ха вӑл апла? Перессе пемест хӑй, пӑшал тытать! Мӗн тума кирлӗ вӑл ӑна? Пӑшалӗ хӳхӗм вара! Эпӗ тахҫанах ҫавӑн пеккине тупасшӑн ӗмӗтленеттӗм. Питех те хамӑн тӑвас килет ҫав пӑшала: унпа ашкӑнкалама юрататӑп эпӗ. Эй, итле-ха, эс!» кӑшкӑрса ячӗ Иван Иванович, кинемее кӑчӑк туртса.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Перессе те вӗсем шӑвакана кӑна пеме пултараҫҫӗ, юлашки вӑхӑтра пульӑсем сукмак тӑрӑх епле вӗҫнине асӑрха-ха.
«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
— Перессе пемӗҫ-ха ӑна…
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Автоматсемпе ҫывӑх дистанцисенчен анчах переҫҫӗ, перессе те унпа тӗллевсӗр, сапаласа переҫҫӗ.— Автоматы ведут огонь с ближних дистанций и ведут, как правило, бесприцельный, рассеивающий огонь.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тракторсемпе ҫӗмӗрӗлнӗ машинӑсем хушшипе пӑрӑнкаласа иртсе, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ҫурӑмран перессе кӗтнӗ евӗр, пуҫӗсене хулпуҫҫийӗсем ҫине усса, вӗсем тӗттӗмленекен уялла чупаҫҫӗ.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Перессе те начарах мар переҫҫӗ, йышӑнасса та аван йышӑнаҫҫӗ.
Пӑтӑрмах // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Перессе ҫине-ҫинех персе тӑмаҫҫӗ-мӗн; сайра-хутран кӑна, пӗрре пирӗннисем патӗнче, тепре вӗсем патӗнче ҫиҫӗм йӑлтлаткаласа илет, бомбӑн ҫутӑлакан трубки тӗксӗм те ҫӑлтӑрлӑ тӳпере пекӗ евӗр авӑнчӑк ҫутӑ йӗр хывать.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӗлӗнме мар, хӑваланине курсанах вӑл пӑшалпа перессе кӗтнӗ.Наоборот, он ждал его с того самого момента, как заметил погоню.
LХХХII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Халӑх ушкӑнӗ сывлӑша чарса, вуниккӗмӗш хут перессе кӗтсе тӑнӑ.Затаив дыхание, толпа с нетерпением ждала двенадцатого выстрела.
XXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Аван салтак, — тенӗ вӑл, — перессе те калама ҫук аван перет, ҫаврӑнӑҫуллӑхӗ кӑна сук.— Хороший солдат, — говорил он, — и стрелок первостатейный, а только нет в нем выправки.
Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.
Патша хӑй перессе пемен пуль те, вӑл хушнипе салтакӗсем пенӗ ӗнтӗ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.