Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Паттӑрлӑхпа (тĕпĕ: паттӑрлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай Петрова паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе, юбилей медалӗсемпе чысланӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Вӗсем Татьянӑна кукашшӗне 1945 ҫулта Одер юханшывӗ хӗрринчи ҫапӑҫура плацдарма ярса илнӗ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне илме тӑратнӑ хута панӑ.

Помоги переводом

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

«Спецназ вӑл - паттӑрлӑхпа мухтав Приказа пурнӑҫлама хатӗр, Сирӗнпе мӑнаҫланать ҫӗршыв. Спецназовецсем, уяв ячӗпе сире!»

«Спецназ - это доблесть и слава Готовность исполнить приказ, И вами гордится держава. Спецназовцы, с праздником вас!»

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти "Пысӑк ӗҫ ҫинчен калаҫни" занятине спецназовецсене халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3491057

Ҫар ҫыннисене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫырнӑ ҫырусенче ачасем ҫӑмӑл мар ҫар службишӗн, пирӗн Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗшӗн паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗхшӗн пулӑшу тата тав сӑмахӗсем ҫырнӑ, хӑвӑртрах Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма суннӑ.

В своих посланиях военнослужащим, участникам специальной военной операции, дети передавали слова поддержки и благодарности за нелегкую военную службу, героизм и мужество в защите нашей Родины и желали скорейшего возвращения с Победой домой.

Хушӑлкари вӑтам шкул вӗренекенӗсем патриотла акцисене хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3486985

– Эсир ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартрӑр.

– Вы проявили мужествo и отвагу при испoлнении воинского долга.

Радий Хабиров СВОна хутшӑнакансене Шаймуратов генерал ячӗллӗ медальсем панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... an-3420002

Ҫак кунсенче пирӗн ентеш Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградине — Тӑван ҫӗршыва тата Раҫҫей патшалӑх интересӗсене хӳтӗленӗ чухне паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартнӑшӑн Суворов медальне тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Ҫар службине чыслӑн пурнӑҫлать // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3411147

Хӑйӗн служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартнӑшӑн «Кама» позывнойлӑ 24 ҫулти кӗҫӗн сержанта , ҫар расчет командирне II степеньлӗ «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствин медалӗпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Ҫар службине чыслӑн пурнӑҫлать // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3411147

Паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗхшӗн, ҫар заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн пирӗн ентеше икӗ медальпе наградӑланӑ.

За отвагу и упорность, за успешное выполнение военных заданий наш соотечественник был награжден двумя медалями.

Ҫар службине чыслӑн пурнӑҫлать // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3411147

«Ку сирӗн уйрӑм ӗҫӗрсене, массӑллӑ паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх, Тӑван Ҫӗршыва тата Раҫҫей патшалӑх интересӗсене хӳтӗленӗ чухне палӑрнӑ ҫирӗплӗхпе хастарлӑха пысӑк чыс тата йышӑнни», - тенӗ Путин.

«Это высокая честь и признание ваших особых заслуг, массового героизма и отваги, стойкости и мужества, проявленных при защите Отечества и государственных интересов России», — заявил Путин.

Путин 71-мӗш гварди мотострелковӑй полкӗн боецсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/politika/2023-08 ... an-3382905

Нимӗнле чаплӑ ӗҫе те илемлӗ, ҫепӗҫ кӑмӑлсӑр тума ҫук, совет халӑхӗн иртнӗ вӑрҫӑри аслӑран та аслӑ ҫӗнтерӗвӗ те иксӗлми паттӑрлӑхпа чун-чӗре ҫепӗҫлӗхне пула ҫуралнӑ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑлавҫӑ пулас тесен хӑюлӑхпа тата паттӑрлӑхпа уйрӑлса тӑмалла.

Помоги переводом

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Хӗрлӗ Ҫар воинӗсем тӗлӗнмелле паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ.

Храбрость воинов Красной Армии беспримерна.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ҫывӑх ҫыннисем кӑ-тартнӑ паттӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ ас тӑвӑм кашни килтех типтерлӗн сыхланса упранать.

В каждом доме бережно хранят память о героизме отцов, дедов и прадедов в годы Великой Отечественной войны.

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑра вуншар чӑваш ҫынни, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартса, Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Нимӗҫ захватчикӗсемпе иртнӗ ҫапӑҫусенче И.Кокшин паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Крап берет — паттӑрлӑхпа хастарлӑх, чыс, ҫар ӑсталӑхӗн палли.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Паттӑрлӑхпа хӑюлӑх урокӗсем халӗ пур ҫӗрте те иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Паттӑрлӑхпа хӑюлӑх урокӗсем…

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ку ордена вӑл гражданла тивӗҫе пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх тата хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе тивӗҫнӗ.

Который присвоен ему Указом Президента Российской Федерации за мужество, отвагу и самоотверженность, проявленные при исполнении гражданского долга.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Николай паттӑрлӑхпа, хӑюлӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ.

Помоги переводом

Вӗсен паттӑрлӑхне вӑхӑт хуплаймӗ // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44127-v-sen ... khuplajm-5

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней