Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Михапарсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тыр-пул туса илме вӑй хунине шутламасан Михапарсем икӗ ҫу хушши кив пӳрт ҫумне ҫӗннине тӗксе лартас тесе тӑрмашрӗҫ.

Два лета, не считая времени жатвы, Михабар с Уккой потратили на сооружение пристроя к старому дому.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫ пулас умӗн Микулайпа Клавье Михапарсем патне икӗ лав турпас турттарса пычӗҫ.

К вечеру Мигулай и Клавье привезли Михабару два воза щепок.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр ик-виҫӗ кунран ыраш вырма тухмалла тесе тӑнӑ чух пӗр каҫхине Михапарсем патне Микулай пырса кӗчӗ.

Как-то вечером, накануне жатвы, к Михабарам в дом пожаловал Мигулай.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Упӑшкине Михапарсем патне мӗн йыхӑрнине ӑнланать Клавье — те мухтанасси килнӗ пулнӑ Микулайӑн тахҫан, те арӑмӗ умӗнче ырӑ ятлӑ пулас шутпа, унччен хӑйне Укка савса пурӑнни ҫинчен супӑльтетсе панӑ.

Клавье чует, что тянет Мигулая в дом Михабаров: как-то Мигулай то ли из хвастовства, то ли чтобы расположить к себе жену, проболтался, будто его когда-то любила Укка.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп ҫӑкрине эс Михапарсем выҫӑ ларнӑран йӑтан вӗсем патне.

Вот ты носишь поповский хлеб голодным детям Михабара.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапарсем ларса курнӑ унта, каларӗҫ…

— Сказывают, Михабару довелось там посидеть?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапарсем тахҫантанпах пӑлхавҫӑсем пулнӑ.

Род Мигабара издавна был бунтарским.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней