Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Митька (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Митька, юриех юла юпса, йывӑррӑн сывласа илчӗ, сенӗкпеле чӗркелесе пӗтернӗ аллине ҫавӑркаласа пӑхса, ҫӳллӗ ҫурӑмне аялах пӗшкӗртрӗ.

Митька тяжело и притворно вздыхал, разглядывая исцарапанные вилами ладони, низко гнул высокую спину.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗпеле тата работниксемпе пӗрле Митька хиртен таврӑнчӗ, ҫӑвӑнмасӑр-тумасӑрах, хӑпарса тухнӑ урисенчен хирте тӑхӑнмалли йывӑр чирикӗсене хывса пӑрахмасӑрах, Наталья патне горницӑна кӗрсе кайрӗ, юнашар пырса ларчӗ.

Митька приезжал с отцом и работниками с поля, — не умываясь и не скидывая с намозоленных ног тяжелых полевых чириков, проходил к Наталье в горницу, подсаживался.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳлти алӑк хушӑкӗ витӗр кухньӑран горницӑналла Митька кармашса пӑхрӗ, аялта Натальйӑн икӗ пӗчӗк йӑмӑкӗ кӑшӑлтатса илчӗҫ.

Из кухни в горницу через верхнюю дверную щель выглядывал Митька, внизу шушукались две младшие Натальины сестренки.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн вӑтанса ӳкрӗн, ай эпир пӑрусем утланса пыратпӑр-им? — кӑшкӑрчӗ Митька.

— Чего застыдилась, аль мы телешами едем? — крикнул Митька.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька нумаях пулмасть хумханса ӳкнипе чӗтреме ернӗ алӑсемпе ӑйӑрне мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ те, питне хускатмасӑр йӑл кулса, Григорий ҫине пӑхрӗ.

— Митька дрожащей от пережитого волнения рукой похлопал по шее жеребца и, деревянно улыбаясь, глянул на Григория.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пулма пултарнӑ, — килӗшенҫи пулать Митька.

— Могет быть, — великодушничал Митька.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, кӗҫ-вӗҫ кулса ярасла, питне-куҫне йӑлтӑртаттарса тӑрать.

Митька лоснился сдерживаемой радостью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫур ҫула ҫитсессӗн, Митька ӑйӑрӗ ҫӗмӗрен йӗппи пек тӑсӑлса ӳкрӗ те, ӗрӗхсе ҫиҫсе пырса, сотник кӗсрине хӑваласа ҫитрӗ.

На полпути Митькин жеребец, вытягиваясь в стрелку, настиг кобылицу сотника.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хумханнипе шурса кайнӑ Митька йӗнер йӑранисем ҫине тӑчӗ, — пуҫ ҫине ҫӗкленӗ саламат питӗ вӑрах вӑхӑт хушши лаша купарчи ҫине пырса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ Григорие.

Митька с растерянно-бледным лицом привстал на стременах — казалось Григорию, томительно долго опускал на круп жеребца подтянутую над головой плеть.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫтан чупма тытӑнмалла? — ыйтрӗ Митькӑран сотник, пэнснине тӳрлетсе лартса тата Митька ӑйӑрӗн ӑмринчи тӗреклӗ шӑнӑрӗсем ҫине ӑшшӑн куҫ хывса.

— Откуда скакать? — обратился к Митьке сотник, поправляя пенсне и любуясь могучими грудными мускулами Митькиного жеребца.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька ун хыҫҫӑн ура йӗрӗпех ҫӳрет, ҫиллипеле иксӳленсе, татах каласа кӑтартать:

Митька ходил за ним по пятам; заикаясь от злобы, рассказывал:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, Григорие кӗпе ҫаннинчен ярса илсе, шӑппӑнтараххӑн каларӗ:

Хватая Григория за рукав рубахи, Митька уже тише сказал:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, пӗтӗмпе хӗрсе кайнӑскер, шӑлӗсем витӗр сӑмах хыҫҫӑн сӑмах вӑркӑнтарать, урисене чӗтретет.

В сердцах Митька, не разжимая зубов, быстро кидал слова, дрожал ногами.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Епле кӳренес мар-ха, — Митька вӑрӑммӑн ятлаҫса илчӗ хӑй те хӑй пек мар, — Сотник мухтанать, сотник кӑтартӑпӑр эпир ӑна.

— Да как же, — Митька длинно ругнулся, — он не он, — сотник так и задается.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька урапа хӗрне пырса ларчӗ, сӑран атӑ ҫумне хытнӑ пылчӑка саламачӗпе ҫапса хӑйпӑтса, ҫапла каларӗ:

Митька присел на грядушку арбы, обивая с сапога плетью присохшее грязцо, сказал:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ, кинемей, пур ҫӗре те пуҫна чикесшӗн! — кӳренчӗ Митька.

— Ты, тетенька, кажной дыре гвоздь! — обиделся Митька.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн кирлӗ-ха сана, Ильинишна? — ӑйӑрне карлӑкран кӑкарса, тӗлӗннӗ пек пулчӗ Митька.

— И чего тебе, Ильинишна, надоть? — привязывая к перилам жеребца, удивился Митька.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, йӗнерӗ ҫинчен пӗшкӗнсе, калиткене уҫрӗ те картишне кӗрсе кайрӗ.

Митька, перегнувшись в седле, открыл калитку, въехал на баз.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр кунне ирхине Мелеховсен килӗ умне йӗнерленӗ сакӑл ураллӑ ӑйӑр утланнӑ Митька Коршунов ҫитсе чарӑнчӗ.

На другой день утром к мелеховскому базу подъехал верхом на подседланном белоногом жеребце Митька Коршунов.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Самӑрӑлса пыракан кӗлеткеллӗскер, вӑл аяккалла пӑрӑнса тӑнӑ Митька умӗнчен мӑнкӑмӑллӑн утса иртрӗ.

С достоинством пронес мимо посторонившегося Митьки свое полнеющее тело.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней