Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Мень (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
РФ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Михаил Мень ЧР Правительствин строительство комплексӗн аталанӑвӗ енӗпе тӑвакан ӗҫне лайӑх тесе хакланӑ.

Помоги переводом

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Рынокра ҫурт-йӗр туянасси чакнине йышӑнатпӑр, комплекслӑ строительство объекчӗсем тӗлӗшпе те ҫивӗч ыйтусем пур. Республика строительство ӗҫӗсен 2015 ҫулхи хӑвӑртлӑхне упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл ҫивӗч ыйтусене Михаил Мень тӗрӗслесе тӑрассине палӑртнӑ май.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Михаил Мень 2016 ҫулта вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсене пурне те ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине палӑртнӑ, ҫак тӗллевпе региона федераци бюджетӗнчен хушма укҫа парӗҫ.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Михаил Мень 2016 ҫулта вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсене пурне те ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине палӑртнӑ, ҫак тӗллевпе регион федераци бюджетӗнчен хушма укҫа илӗ.

Помоги переводом

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней