Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радио ӗҫне юратакансене малтанхи ӑнӑҫу хавхалантарнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Малтанхи передачӑра радио тусӗсен обществин Чӑваш республикинчи Совечӗн председателӗ, ун чух «Канаш» хаҫат редакторӗ пулнӑ А. И. Золотов юлташ тухса каланӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пирӗн республикӑра малтанхи тапхӑрта приемнӑй радиостанцисем кӑна пулнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫапла вара радио Совет влаҫӗн малтанхи ҫулӗсенчех ӗҫ ҫыннисене пысӑк усӑ кӳме пуҫланӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ленин совет радиовещанине йӗркелесе яраканӗ тата радио тӑрӑх памалли материалсен малтанхи авторӗпе редакторӗ пулнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Калӑпӑр, Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кӗнекисенче сӑнласа кӑтартнӑ ӗҫсем Российӑри малтанхи революци тапхӑрӗнче пулса иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсене ҫырса малтанхи хут пичетлесе кӑларнӑран вара пайтах ҫулсем иртсе кайрӗҫ пулин те, вӑл произведенисем идея тӗлӗшӗнчен ним чухлӗ те мӑкалмарӗҫ, ӑсталӑхӗпе — вулакансен чунне-кӑмӑлне илемлӗх туйӑмӗ парас хӑватне ҫухатмарӗҫ, ҫухатас та ҫук.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫапла Квин-сквер, Рассел-сквер, Фицрой-сквер, Блумсбери-сквер тата Бедфорд-сквер — варринчи сад пахчи евӗрлӗ тӑваткал лаптӑксем, халӗ те малтанхи георг стилӗпе хӑпартнӑ ҫурт-йӗре упраса хӑвараканскерсем, йӗркеленнӗ.

Так возникли Квин-сквер, Рассел-сквер, Фицрой-сквер, Блумсбери-сквер и Бедфорд-сквер — квадратные площади с садиками посередине, до сих пор сохраняющие первоначальную георгианскую застройку.

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Вӗсенчен хӑш-пӗрисенче XVIII ӗмӗрте георг стилӗпе хӑпартнӑ малтанхи ҫуртсем упранса юлнӑ, ун чухне Лондонӑн ҫурҫӗр енче ҫурт-йӗр хӑпартас ӗҫ-пуҫа Расселсен кил-йышӗнчи Бедфорд герцогӗсем ертсе пынӑ.

Некоторые из них сохраняют первоначальную георгианскую застройку XVIII века, когда градостроительную деятельность на севере Лондона вели герцоги Бедфорды из семейства Расселов.

Блумсбери // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 1%80%D0%B8

XX ӗмӗрӗн малтанхи икӗ вунӑҫуллӑхӗнче Рейн-Рур регионӗнчи ҫулӗсене йышлӑ хывса тултарнӑ, вӗсем, ытти транспорт хатӗрӗсемпе усӑ курмасӑрах, Боннран Виттена ҫитме май панӑ.

В первые два десятилетия XX века в большинстве городов Рейнско-Рурского региона была построена плотная сеть трамвайных линий, позволявшая без использования других транспортных средств добраться из Бонна до Виттена.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Блокадӑна илнӗ хыҫҫӑн хулана малтанхи шая ҫитме пӗр теҫетке ҫул ҫеҫ мар кирлӗ пулнӑ.

Восстановление после блокады заняло не одно десятилетие.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Дхабӑри чул индустрийӗ Африкӑри чул хатӗрӗсен комплексӗсене, Аравинчисене, ҫавӑн пекех Австралин чи малтанхи артефакчӗсене аса илтерет.

Каменная индустрия из Дхабы сильно напоминает каменные орудийные комплексы Африки (африканский средний каменный век (MSA)), Аравии, а также самые ранние артефакты Австралии.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Тӑван ялне ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитме тӗв тунӑ Арсени малтанхи планӗсене манса Вика хыҫҫӑн таплаттарать.

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Ольга Рубцовӑпа Татьяна Ишмуратова – чӑваш литературинче малтанхи утӑмсем тӑвакансем.

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Вырӑнти самоуправлени органӗсенче вӑй хуракансен тивӗҫӗсен шутне территори уйрӑмӗн пурнӑҫне тивӗҫтересси, халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси, инфраструктурӑна, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарасси, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн малтанхи мерисене тивӗҫтересси, ӗҫ-хӗле вӗсен приоритетлӑхне, тухӑҫлӑхне кура пурнӑҫласси кӗрет.

Помоги переводом

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Хӑрушӑ ҫулсем пуҫланаҫҫӗ, малтанхи кунсенчех вӑйпитти арҫынсене вӑрҫа илсе каяҫҫӗ, пӗтӗм ӗҫ хӗрарӑмсемпе шкул ачисем ҫине тиенет.

Помоги переводом

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Колхоз пуҫланнӑ малтанхи ҫулсенчех 60 ача вырнаҫмалӑх ача сачӗ туса лартни те ял пурнӑҫӗнче лайӑх улшӑнусемпе палӑрнӑ, мӗншӗн тесен ачасем садике тӳлевсӗр ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Чи малтанхи кунах вӑл Венюкпа пӗрле ферма таврашӗнче курса ҫӳренӗ.

Помоги переводом

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ыран ҫӗр улми тиесе станцине каякан машин ҫине хӑпарса лар та малтанхи вырӑна пыр.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней