Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кино сăмах пирĕн базăра пур.
Кино (тĕпĕ: кино) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех шкул ачисем те кино темипе сочинени ҫырса тупӑшӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Литература ҫулталӑкӗнчен хӑй йӗркипе Кино ҫулталӑкне куҫрӑмӑр.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пухӑннисене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ырӑ та паллӑ ӗҫсемпе савӑнтарасса шаннине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май фестивале ирттерекенсем экологие сыхласа пысӑк технологиллӗ промышленноҫа Раҫҫейре йӗркелессине тӗпе хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

2016 ҫулхи апрелӗн 7-9-мӗшӗсенче Челябинск хулинче Раҫҫейри «Кино» тата «Ӗҫ ҫынни» интернет-проектсен фестивалӗсем иртмелле.

Помоги переводом

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чӑваш кино ӗҫӗн ветеранӗсем тата телекуравра ӗҫлекен тӑрӑшуллӑ хӗрарӑмсем Наци музейне уяв каҫне пухӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал Кино ҫулӗнче ҫемйипех мультфильм пӑхатпӑр, - Татьяна Николаевна мана вӑхӑт-вӑхӑт Ассоль пек те, пӗчӗк ача евӗр те туйӑнать.

В этом году, в год Кино всей семьей смотрим мультфильм, - Татьяна Николаевна временами мне кажется похожей на Ассоль, временами на маленького ребенка.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӑста ҫын ҫут тӗнчерен кайнӑ, анчах вӑл калӑпланӑ сӑнарсем юлнӑ, вӗсем тӑван театр тата кино историне чаплӑ ӗҫсем пек кӗрсе юлнӑ.

Помоги переводом

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑшне-пӗрне кино историне кӗрсе юлма пӗр роль те ҫителӗклӗ.

Некоторым чтобы остаться в истории кино достаточно одной роли.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче театр артисчӗ тата кино актерӗ, илемлӗ сӑмах ӑсти, театр режиссерӗ, пирӗн ентеш /Етӗрне хулинче ӳснӗ/ Николай Мордвинов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ.

Помоги переводом

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Йӗрекен Таня» тата урине татнӑ упа ҫури пирки тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем ҫинче темиҫе ӑру ача ӳснӗ, «Подкидыш» кивӗ кино та хальхи куракансен чӗрине пырса тивет.

Помоги переводом

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Юрӑ-кӗвӗре, калав-романра, сӑрӑ, кино искусствинче тивӗҫлипех сӑнарланнӑ, хӑйӗн хастарлӑхӗпе ялан палӑрнӑ, йывӑрлӑхра хуҫӑлман, никам умӗнче нихӑҫан та пуҫа усман, ҫемье ӑшшине упракан, ывӑл-хӗрне ырӑ кӑна сунакан, мӑнукӗсене малашлӑха пиллекен, тӗрӗсрех каласан, Турӑпа юнашар тӑмалли ҫын вӑл – пурнӑҫ пуҫламӑшӗ.

Помоги переводом

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курма та май пулӗ.

Под открытым небом покажут кино.

Республика кунӗ умӗн этнокультура комплексне уҫӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11650.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней