Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Каҫхи сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхи (тĕпĕ: каҫхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхи вӑйӑкулӑ яланхиллех хӑй еккипе иртет: хӗрсем ытларах кӗвӗ ҫеммипе киленсе ташлаҫҫӗ, йӗкӗтсем вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе тӑрса тӗрлӗ темӑпа калаҫу ҫӑмхине сӳтеҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Шухӑшу-ӗмӗту ырӑ, анчах вуннӑмӗш класа илӗҫ-и-ха сана, каҫхи шкулта вӗреннине шута хурӗҫ-и? — иккӗленерех калаҫрӗ амӑшӗ хӗрне пӗчӗк чухнехи пек пуҫӗнчен ачашласа та ҫурӑмӗнчен лап-лап лӑпкаса.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӑнтӑрла хӗвел питӗнче ӑшӑннӑ тӑвайкки каҫхи сивӗпе ҫутӑ пӑрпа витӗннӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Каҫхи куҫ кӑнтӑр кулли теҫҫӗ-и-ха.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кӗрхи каҫхи тӗттӗмлӗхе пӑхмасӑр салтак тӑван яла васкарӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Каҫхи сывлӑш, акаци чечеке ларнӑ пулсан та, самаях уҫӑ, тарланӑ шӑм-шака ҫӳҫентерет.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл хӑш-пӗр чухне каҫхи апат ҫимесӗрех, фуфайкӑпа пӗркенсе, хыт сак ҫинчех ҫывӑрса каять.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл лайӑх ҫанталӑкра та каҫхи сменӑра икӗ-виҫӗ сехет ҫывӑрса илетех.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Каҫхи сӗмлӗхре шурӑ тумлӑ ҫамрӑксен вӑйӑ карти шур утрав пек курӑнатчӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Урасем каҫхи сӗмлӗхе хӑнӑхсан, Лена хӑвӑртлӑха ӳстерчӗ, пылчӑк тӑрӑх чупса та пӑхрӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пантей, каҫхи апат туманнине пӑхмасӑр, пичетлекен станок патне юлчӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫитсен, каҫхи апат хатӗрлеме тытӑниччен шӑм-шака кӑшт кантарас шутпа, алла ҫӗнӗ хаҫат илчӗ те койка сине йӑванчӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Авӑ, аякрах та мар тейӗн, «ял тӑрринче» каҫхи тӗттӗмлӗхе ҫутатакан тулса ҫитнӗ уйӑх ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сӗтел хушшинче ларакан Алексей, ывӑс ҫинче кӑлпасси каса-каса, каҫхи апат тӑвать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Вӑл пирӗн яланах чи лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулнӑ, — мухтанма тӑрӑшрӗ юнашар пӳлӗмре каҫхи ҫӑмӑл апат хатӗрлеме тимлекен Ольга Максимовна.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӑкӑр заводӗнчен каҫхи тавралӑха саланакан техӗмлӗ шӑршӑ чун-кӑмӑла ачашларӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Каҫхи ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракансем пур-и сирӗн? — ыйтрӗ Оксана крановщица, анчах темшӗн пурте кулса ячӗҫ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тавралӑха самаях каҫхи сӑн ҫапнӑ ӗнтӗ, сывлӑш уҫӑ.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Рабочком председательне вӑл каҫхи ытти бригадӑсене ҫитсе ҫаврӑнма хушса хӑварчӗ.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хыҫалтан хӗр кӑшкӑрни ура сассипе тата каҫхи вӑрман шавӗпе хутӑшса кайса ҫухалчӗ: «Раман! Раман!..»

Помоги переводом

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней