Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайӑксем (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайӑксем еплерех илемлӗн ярӑнса вӗҫеҫҫӗ те, унӑн вара ҫӗр ҫинче малашне мӗн виличченех ӑман пек шӑвӑнмалла.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ытти кайӑксем вара хӑйсен юлташӗ сывалса ҫитсен ҫул ан ҫухаттӑр тесе тӳпене йӑлтӑркка мамӑксем вӗҫтерсе хӑварнӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кайӑксем урӑх пачах курӑнмарӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хурӑн ҫинче сала кайӑксем туй тӑваҫҫӗ: ҫурхи иршӗн хавасланаҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Вӗсем этем мар, халиччен курман тискер кайӑксем…»

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайӑксем те пулин юрламаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах тискер кайӑксем ҫӗмӗрсе ан кӗччӗр тесе хӑш-пӗр тымарне ҫыхкалас пулать.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тискер кайӑксем пырса тухман вырӑн тупса выртасчӗ те…»

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Пӳлӗхҫӗ пулӑшсан ҫак тискер кайӑксем те кунтан пӑрахса кайӗҫ-ха», — тесе шухӑшларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах каҫпа, тискер кайӑксем сунара тухсассӑн.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсен сассине илтсе, ҫывӑхри вӑрманта йӑва ҫавӑрнӑ кайӑксем ирхи ыйхинчен вӑранаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пур кайӑксем пурте пухӑнчӗҫ, Селемин-кайӑкӑн сасси ҫук.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тискер кайӑксем ҫурса тӑкнӑ, тет.

Помоги переводом

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теприсем тата ӑна сӗм вӑрманта тискер кайӑксем ҫурса тӑкнӑ, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрлаччӑр-и кайӑксем те — Иртет пирӗн ӗмӗрсем.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ай-хай улма сачӗсем те Юрлаччӑр-и кайӑксем.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне йывӑҫсем те ӳсмен, ҫынсем те утса ҫӳремен, сывлӑшра кайӑксем те вӗҫмен, шывра пулӑсем те ишсе выляман.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗрӗ юлнӑ кайӑксем вара ӑҫтан вӗҫсе килнӗ унта саланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑлатсем, ӑмӑрт кайӑксем, Пуҫтарӑнас юлташсем!

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тата урӑх та чӗрӗ кайӑксем Кӳрсе параҫҫӗ Йӑлӑмри ҫармӑссем…

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней