Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Вара вӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: «Димитрий патша Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать.25. И послал им письмо в таких словах: «Царь Димитрий народу Иудейскому - радоваться.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Вакхид, ҫакӑнпа килӗшсе, Ионафан каланӑ пек тунӑ, ӑна хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те текех нимӗнле усал тумасса тупа тунӑ, 72. ӗлӗк хӑй Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнисене ӑна каялла панӑ, вара хӑйӗн ҫӗрне таврӑннӑ, ӗнтӗ вӗсен ҫӗрне урӑх нихӑҫан та пыман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64. Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Алким вилнине пӗлсессӗн, Вакхид ӗнтӗ патша патне таврӑннӑ; Иудея ҫӗрӗ вара икӗ ҫул хушши тӑнӑҫлӑ тӑнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вӑл Иерусалима таврӑннӑ та Иудея ҫӗрӗнче тӗреклӗ хуласем туса-юсаса лартнӑ: Иерихонра керем тутарнӑ, Еммаум, Вефорон, Вефиль, Фарафон, Фамнафа, Тефон хулисем туса лартса вӗсене ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, хапхисене сӑлӑп ярса питӗрмелле тунӑ, 51. ҫав хуласенче — Израиле сӑтӑр туса тӑма — хурал тӑратнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Никанор вӑрҫӑра ҫарӗ-мӗнӗпех тӗп пулни ҫинчен илтсессӗн, Димитрий ӗнтӗ Вакхидпа Алкима иккӗмӗш хут Иудея ҫӗрне янӑ, вӗсене сылтӑм енче тӑракан ҫар ушкӑнне те панӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Димитрий патша Иудея халӑхне тунӑ усал ӗҫ пирки эпир ун патне ҫапла ҫырса ятӑмӑр: «мӗншӗн эсӗ пирӗн тусӑмӑрсем ҫине, пирӗнпе килӗшӳллӗ тӑракан иудейсем ҫине, йывӑр ҫӗклем хутӑн?
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Рим ҫыннисем Иудея халӑхӗпе ҫапла калаҫса татӑлса килӗшӳ тунӑ.29. На таких условиях заключили Римляне союз с народом Иудейским.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудейсене мӗнле хуравланине вӗсем пӑхӑр хӑмасем ҫине ҫырнӑ, ҫавна ҫырса илсе Иерусалима — килӗшсе те пӗрлӗхлӗ пурӑнмаллине астутарса тӑма — парса янӑ; унта акӑ ҫапла ҫырнӑ: 23. «Рим ҫыннисемпе Иудея халӑхне тинӗсре те, тип ҫӗр ҫинче те ӗмӗр-ӗмӗрех ырӑлӑх пултӑр, хӗҫ те, тӑшман та вӗсенчен аякра тӑччӑр!
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫулӗ питӗ вӑрӑм пулнӑ пулин те, ҫапла вӗсем Рим хулине тухса кайнӑ, унта канаша пухӑннисем патне кӗрсе ҫакӑн пек каланӑ: 20. Иуда Маккавейпа унӑн тӑванӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра туслӑ пурӑнасчӗ тесе тату тума ячӗҫ, пирӗн халӑх хӑйне хӑвӑр юлташӑрсемпе тусӑрсен шутне кӗртме ыйтать, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иудея ҫӗрӗ пӗр тапхӑр канлӗ тӑнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсене таврари Иудея ялӗсенче пурӑнакансем те хупӑрла-хупӑрла илнӗ; ҫав ункӑран хӑтӑласшӑн вӗсем каялла ҫаврӑнса тарма хӑтланнӑ та хӑйсен ҫыннисенех пырса тӑрӑннӑ, вара пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ, вӗсенчен пӗр ҫын та чӗрӗ юлман.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Алким ҫапла хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсене суя тӗнлӗ ҫынсенчен те ытларах усал тунине Иуда пӗтӗмпех курса тӑнӑ, 24. вара, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе, Израиль йӗркинчен тухнисене тавӑрнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн лешӗсем ку ҫӗршыва кӗрсе ҫӳреме те пӑрахнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ун патне хӑйсен халӑхне пӑтратакансем пухӑннӑ та, Иудея ҫӗрне хӑйсен аллине ярса илсе, Израиль халӑхне питӗ вӑйлӑ пӗтерсе тухнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем ҫула тухнӑ та Иудея ҫӗрне пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ; Вакхид вара Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне ултавлӑ шухӑшпа килӗшӳ тума сӗнсе ҫын янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Иуда ӗнтӗ Азот енне, ют халӑх ҫӗрне, пӑрӑнса кайнӑ, унти чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен туррисен касса тунӑ кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хуласенчен тупӑш пуҫтара-пуҫтара илнӗ, вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Иосифпа Азария ӗнтӗ пӑрахса тарнӑ, Горгий вӗсене Иудея ҫӗрне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; ҫав кун Израиль халӑхӗн икӗ пине яхӑн ҫынни пӗтнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Иудея ҫӗрне ҫитиччен пӗтӗм ҫул тӑршшӗпех Иуда кая юлакансене пуҫтарса, хавхалантарса пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иуда вара Галаадра пурӑннӑ израильсене ватти-вӗтти таранах, вӗсен арӑмӗсемпе, вӗсен ачисемпе пӗрле, пурлӑхне те илтерсе, Иудея ҫӗрне кайма пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ, унӑн питӗ пысӑк ҫар пулса тӑнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.