Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ну… акӑ мӗн калатӑп сире: енчен те ҫак япала ӑнӑҫсан — тӗрме пуҫлӑхӗ шӑтӑка анса ларать унта, авалхи темӗнле Иов пек хӑйӗн пуҫӗ ҫине кӗл е хӑйӑр пӗр тонна сапать, пӗлместӗп — тата мӗн тӑваҫҫӗ унашкал чухне.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Иов пек пӗччен…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иов кӗнеки ҫинче те ҫавнах каланӑ: «этем хӗн курма ҫуралать, вӑл, хӗм пек, ҫулӑмланса хӑпарса каясшӑн», — тенӗ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яков Тарасович Иов кӗнекине юратарах панӑ, ӑна вӑл тӑтӑшах вуланӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иов — чура та, турӑ хӑй унпа калаҫнӑ!
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эсир Иов тӳсни ҫинчен илтнӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Е тата Эпӗ унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме ҫав ҫӗр ҫине мур чирӗ янӑ пулсан, Хамӑн хаярлӑхӑмпа юн тӑкнӑ пулсан, 20. ҫав ҫӗрте Ной, Даниил тата Иов пурӑннӑ пулсан, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — вӗсем ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлаймӗччӗҫ; хӑйсен сӑваплӑхӗпе вӗсем хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 13. этем ывӑлӗ! эхер те пӗр-пӗр ҫӗр Манран сутӑнчӑкла пӑрӑнса Ман умӑмра ҫылӑха кӗрес пулсан, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсса унти ҫӑкӑр тӗрекне аркатрӑм пулсан, унта выҫлӑх ятӑм пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫларӑм пулсан, 14. эхер те унта ҫакӑ виҫӗ ҫын — Ной, Даниил тата Иов — тупӑнас пулсан, вӗсем хӑйсен сӑваплӑхӗпе хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иов ватӑлса ҫитсе, тӑраниччен пурӑнса вилнӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иов тата ҫӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ.16. После того Иов жил сто сорок лет, и видел сыновей своих и сыновей сыновних до четвертого рода;
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иов хӗрӗсем пек хӳхӗм хӗрарӑмсем урӑх тӗнчипе те пулман, ашшӗ вӗсене те ывӑлӗсемпе танах еткерлӗх уйӑрса панӑ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Иов патне пӗтӗм тӑванӗ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — тата пӗтӗм пӗлӗшӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн килӗнче унпа пӗрле ҫӑкӑр-тӑвар ларса ҫинӗ, ун ҫине Ҫӳлхуҫа янӑ асапсемшӗн унпа пӗрле куляннӑ та, ӑна лӑплантарнӑ та; кашнийӗ ӑна пӗрер кесита тата пӗрер ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар кайнӑ та Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, — Ҫӳлхуҫа Иов кӗллине хапӑл илнӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иова каламалли сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, Ҫӳлхуҫа Феман ҫыннине Елифаза каланӑ: сана тата санӑн икӗ тусна ҫилленнипе ҫиллӗм вӗресе тӑрать: Ман ҫинчен эсир Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламарӑр.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ: 2. Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иов вара Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ: 34. акӑ эпӗ — мӗскӗн; ӗнтӗ Сана мӗн хуравлайӑп?33. И отвечал Иов Господу и сказал: 34. вот, я ничтожен; что буду я отвечать Тебе?
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иов, чарӑн, тимлӗн итле, Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшла.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иов ҫӑмӑлттайла калаҫать, нимӗн шухӑшламасӑр сӑмах тӑкать.16. Иов и открыл легкомысленно уста свои и безрассудно расточает слова.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем ҫапла калӗҫ мана, итлесе тӑракан ӑсчах та ҫапла тейӗ: 35. «Иов ӑссӑрла калаҫать, унӑн сӑмахӗсем вырӑнлӑ мар».
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.