Поиск
Шырав ĕçĕ:
Патшапа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чурушӑн, манӑн аттемшӗн, Ху ӑна: «эхер те санӑн ывӑлусем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр, Ман умӑмра эсӗ ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтмӗҫ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 23. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ, Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм; 21. унта саккун арчи валли вырӑн хатӗрлерӗм, арчара Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе хывнӑ халал упранать, тенӗ патша.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ; 18. анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл; 19. ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнса патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, — 15. Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе каланине халӗ Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ!
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ; священниксем саккун арчине йӑтнӑ та 4. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине те, пуху чатӑрне те, чатӑрти мӗнпур таса япалана та йӑтса кайнӑ; вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Соломон вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те хӑй патне Иерусалима чӗнтернӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ: 2. акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул; 3. пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр; 4. ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех пуҫне тайнӑ та 48. ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: паян Вӑл [манӑн вӑрлӑхӑмран] манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларакана пачӗ, ҫакна манӑн куҫӑмсем курса тӑраҫҫӗ! тенӗ, тесе пӗлтернӗ Ионафан.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ сана Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, вӑл манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларӗ» тенӗччӗ, паян ҫапла тӑвӑп та эпӗ, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патша вара хӑй ҫумӗнчи ҫарпуҫа Иоава каланӑ: Израилӗн [тата Иудӑн] пӗтӗм йӑхӗ патне Данран пуҫласа Вирсавия таран ҫитсе кил, халӑх йышне шутласа тухӑр, эпӗ мӗн чухлӗ ҫын пулнине пӗлем, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль Турри, Израилӗн чул хысакӗ ман пирки ҫапла каланӑ: пуҫ пулнӑ чухне Турӑран хӑрасассӑн, ҫынсемпе пуҫ пулаканӗ сӑваплӑ пулӗ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире, 6. унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ — Израилӗн тӑнӑҫлӑ та шанчӑклӑ хулисенчен, эсӗ вара ҫак хулана, Израиль [хулисенӗн] амӑшне, тӗп тӑвасшӑн-и?
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иоав вара Израилӗн пӗтӗм йӑхӗ урлӑ иртсе Авел-Беф-Мааха патне ҫитнӗ, кайран пӗтӗм Берим урлӑ иртнӗ; [ҫавӑнти хуласенче пурӑнакансем пурте] пуҫтарӑннӑ та ун хыҫҫӑн пынӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Патша Галгала кайнӑ, унпа пӗрле Кимгам та пынӑ; патшана Иудӑн мӗнпур халӑхӗ тата Израилӗн ҫур халӑхӗ ӑсатнӑ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хусий вара Садокпа Авиафар священниксене каланӑ: Ахитофел ӗнтӗ Авессаломпа Израилӗн аслӑ ҫыннисене ҫапла-ҫапла канаш пачӗ, эпӗ ҫапла-ҫапла канаш патӑм.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ку сӑмах Авессалома та, Израилӗн аслӑ ҫыннисене те килӗшнӗ.4. И понравилось это слово Авессалому и всем старейшинам Израилевым.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ: «Санӑн чуру — Израилӗн ҫав-ҫав йӑхӗнчен» тесессӗн, 3. Авессалом ӑна каланӑ: эсӗ ӗнтӗ ырӑ та тӗрӗс ӗҫпех ҫӳретӗн, анчах патша патӗнче сана тимлекен ҫук, тенӗ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.