Поиск
Шырав ĕçĕ:
Еманпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
42. Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Мерари ывӑлӗсем — Еманпа Асаф тӑванӗсем — юрланӑ чухне Еманран сулахай енче тӑнӑ: Ефан вӑл — Киший ывӑлӗ, Киший — Авдий ывӑлӗ, Авдий — Маллух ывӑлӗ, 45. Маллух — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Амасия ывӑлӗ, Амасия — Хелкия ывӑлӗ, 46. Хелкия — Амций ывӑлӗ, Амций — Ваний ывӑлӗ, Ваний — Шемер ывӑлӗ, 47. Шемер — Махлий ывӑлӗ, Махлий — Муший ывӑлӗ, Муший — Мерари ывӑлӗ, Мерари — Левий ывӑлӗ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1