Поиск
Шырав ĕçĕ:
Елеазар (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр; 3. ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр; 4. Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр, 5. пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр; 6. священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр; 7. кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Елеазар священник вара ҫунтарса янӑ ҫынсен пӑхӑр тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илнӗ, кайран вӗсене парне вырӑнне витме ҫапса сарнӑ, 40. ҫакна Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑма тунӑ, урӑх ҫын — Аарон йӑхӗнчен тухман ҫын — никам та Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗрме ан шутлатӑр, ҫав ҫыннӑн Корей курнине, унпа пӗр канашлӑ ҫынсем курнине курмалла ан пултӑр тесе, Елеазар священник хӑйне Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пек тунӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Левитсен пуҫлӑхӗсен пуҫлӑхӗ — Елеазар, Аарон священник ывӑлӗ; сӑваплӑ вырӑна хураллама хушнисене вӑл пӑхса тӑрӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ, 2. Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар; 3. кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ; 4. анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Елеазар, Аарон ывӑлӗ, Футиил хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ, вӑл ӑна Финееса ҫуратса панӑ.25. Елеазар, сын Аарона, взял себе в жену одну из дочерей Футииловых, и она родила ему Финееса.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.