Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Езекия, акӑ сана паллӑ паратӑп: кӑҫал эсир иртнӗ ҫулхи тырра, килес ҫул хӑй тӗллӗн ӳссе пиҫнине ҫийӗр; виҫҫӗмӗш ҫулне вара акӑр та вырса илӗр, иҫӗм пахчийӗсем лартӑр та вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Мана Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа кӗлтурӑн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтунӑ, ҫапла каланӑ: 16. эй херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ!
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Езекия элчӗсен аллинчи ҫырӑва илсе вуланӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, Езекия ҫырӑва Ҫӳлхуҫа умне уҫса хунӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ: 10. Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла Езекия патша тарҫисем Исаия патне пынӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем ӑна каланӑ: Езекия ҫапла калать: ҫакӑ кун — хурлӑх кунӗ, хаса тӳсмелли, мӑшкӑл курмалли кун: ӗнтӗ ачисем амӑшӗн варӗнчен тухасси патнех ҫитнӗ, анчах ҫуратма вӑй ҫук.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакна илтсессӗн Езекия патша ҫири тумне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара Елиаким — Хелкия ывӑлӗ, патша керменӗн пуҫлӑхӗ — тата Севна ҫыруҫӑ, тата Асаф ывӑлӗ Иоах, самана ҫыруҫи, ҫири тумне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара Езекия: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе ан илӗрттӗр сире.18. Итак да не обольщает вас Езекия, говоря: «Господь спасет нас».
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ҫӑлма пултараймасть; 15. «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те эсӗ мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗн пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «ҫакӑ парне вырӑнӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ассири патши вара Лахис хулинчен Иерусалима Езекия патша патне Рабсакпа пӗрле пысӑк ҫар янӑ; лешӗ пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче, чарӑнса тӑнӑ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулине хирӗҫ тапранса тухнӑ та пӗтӗмпех ярса илнӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Исаийӑна, Амос ывӑлне, курӑнни: вӑл ҫакна, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине, Иудейӑра Озия, Иоафам, Ахаз тата Езекия патшасем патшара ларнӑ вӑхӑтра курнӑ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара вӗсен алли те, чӗри те чӗтрене ернӗ, вӗсем ача ҫуратакан арӑм пек асапланнӑ; 22. аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ, 23. Святой вӗсен кӗллине тӳперен часах илтнӗ, вӗсене Исаия аллипе ҫӑлса хӑварнӑ; 24. Вӑл Ассири ҫарне ҫапса салатнӑ, вӗсене Унӑн Ангелӗ пӗтерсе тӑкнӑ: 25. Езекия Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, Давид ҫулӗнчен — хӑй ашшӗ ҫулӗнчен — пӑрӑнман, вӑл пуласлӑха тӗрӗс куракан аслӑ Исаия пророк вӗрентнӗ пек пурӑннӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Езекия хӑйӗн хулине тӗреклӗлетнӗ, хула варрине шыв кӗртнӗ, чул сӑрта тимӗрпе шӑтарса тухса, шыв пухмалли-упрамалли вырӑнсем туса хунӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ездра — священник, кӗнекеҫӗ — йывӑҫран тунӑ ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ; 43. сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Саммус, Анания, Азария, Урия, Езекия, Ваалсам тӑнӑ; 44. сулахай енче Фалдей, Мисаил, Мелхия, Аофасув, Навария, Захария тӑнӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫак ӗҫе вара Асаил ывӑлӗ Ионафан, Феокана ывӑлӗ Езекия хӑйсем ҫине илнӗ, Месуллам, Левис, Савватей вӗсене пулӑшса пынӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӑх йышӗ хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле: Форос ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл иккӗн; Сафат ывӑлӗсем — тӑватҫӗр ҫитмӗл иккӗн; 10. Арес ывӑлӗсем — ҫичҫӗр аллӑ улттӑн; 11. Фааф-Моав ывӑлӗсем Иисуспа Иоав ывӑлӗсемпе пӗрле — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуниккӗн; 12. Илам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑн; Зафуя ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл пиллӗкӗн; Хорве ывӑлӗсем — ҫичҫӗр пиллӗкӗн; Ванний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑрӑн; 13. Вивай ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр виҫҫӗн; Арге ывӑлӗсем — пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗн; 14. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр ҫиччӗн; Вагой ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр улттӑн; Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑваттӑн; 15. Езекия ӑрӑвӗнчи Атир ывӑлӗсем — тӑхӑрвун иккӗн; Килан тата Азинан ывӑлӗсем — утмӑл ҫиччӗн; Азар ывӑлӗсем — тӑватҫӗр вӑтӑр иккӗн; 16. Аннис ывӑлӗсем — ҫӗр пӗррӗн; Аром ывӑлӗсем — вӑтӑр иккӗн; Вассай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; Арсифуриф ывӑлӗсем — ҫӗр иккӗн; 17. Ветирус ывӑлӗсем — виҫӗ пин те пиллӗкӗн; Вефломон ывӑлӗсем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; 18. Нетофа ҫыннисем — аллӑ пиллӗкӗн; Анафоф ҫыннисем — аллӑ саккӑрӑн; Вефасмон ҫыннисем — хӗрӗх иккӗн; 19. Кариафири ҫыннисем — ҫирӗм пиллӗкӗн; Кафирпа Вирог ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗн; 20. хадиасейсемпе аммидейсем — тӑватҫӗр ҫирӗм иккӗн; Кирампа Гаввис ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗррӗн; 21. Макалон ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗн; Ветолий ҫыннисем — аллӑ иккӗн; Нифис ывӑлӗсем — ҫӗр аллӑ улттӑн; 22. Каламолал тата Онус ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫирӗм пиллӗкӗн; Иерех ывӑлӗсем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн; 23. Санаас ывӑлӗсем — виҫӗ пин те виҫҫӗр пӗррӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.