Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дафанпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Ют ҫынсем ӑна хирӗҫ тӑнӑ, Дафанпа Авирон майлӑ ҫынсем тата Корей эшкерӗ, ӑмсанса-кӗвӗҫсе, пушхирте хаяррӑн тапӑннӑ ӑна; 23. Ҫӳлхуҫа курнӑ ҫакна, вӗсен ӗҫӗ Ӑна юрӑхсӑр пулнӑ, вара вӗсем Унӑн ҫиллипе тӗп пулнӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, 3. Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, 4. Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; 5. хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, 6. Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, 7. эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ; 10. вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ; 11. анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем вара Корей, Дафан, Авирон килӗ-ҫуртӗнчен пур енчен те аяккарах кайса тӑнӑ; Дафанпа Авирон хӑйсен арӑмӗсемпе, ывӑлӗсемпе, пӗчӗк ачи-пӑчипе пӗрле тухнӑ та хӑйсен чатӑрӗсен алӑкӗ умне тӑнӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Моисей тӑнӑ та Дафанпа Авирон патне кайнӑ, ун хыҫҫӑн Израилӗн аслӑ ҫыннисем пынӑ.25. И встал Моисей, и пошел к Дафану и Авирону, и за ним пошли старейшины Израилевы.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей вара Дафанпа Авирона, Елиав ывӑлӗсене, чӗнтерме янӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Левий йӑхӗн ҫынни — Кааф ывӑлӗн Ицгарӑн ывӑлӗ Корей — тата Рувим йӑхӗн ҫыннисем — Елиав ывӑлӗсем Дафанпа Авирон, Фалеф ывӑлӗ Авнан — 2. Моисее хирӗҫ тӑнӑ, Израиль ывӑлӗсенчен икҫӗр аллӑ ҫын — халӑх пуҫлӑхӗсем, пухӑва ҫӳрекен ятлӑ ҫынсем — вӗсем майлӑ пулнӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1