Поиск
Шырав ĕçĕ:
57. Аарон ывӑлӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Хевронпа Ливнӑна тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, Иаттир хулипе Ештемоа хулине тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, 58. Хилен хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Давир хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, 59. Ашан хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Вефсамис хулипе ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; 60. Вениамин йӑхӗ вара вӗсене Гева хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Аллемеф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Анафоф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, — пӗтӗмпе Кааф ӑрӑвне вунвиҫӗ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан вӑл Давир хули ҫыннисене хирӗҫ кайнӑ; ӗлӗк ку хула Кириаф-Сефер ятлӑ пулнӑ.11. Оттуда пошел он против жителей Давира; имя Давиру было прежде Кириаф-Сефер.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Тата сӑртлӑхри хуласем: Шамир, Иаттир тата Сохо, 49. Данна, Кириаф-Санна, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Давир, 50. Анаф, Ештемо тата Аним, 51. Гошен, Холон тата Гило: вунпӗр хулапа вӗсен ялӗсем.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав вырӑнтан [Халев] Давир халӑхне хирӗҫ кайнӑ [ӗлӗк Давир хулине Кириаф-Сефер тенӗ].15. Отсюда [Халев] пошел против жителей Давира [имя Давиру прежде было Кириаф-Сефер].
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей ҫавӑн пекех Гад йӑхне, Гад ывӑлӗсене те ӑрусерен еткерлӗх ҫӗр пайласа панӑ: 25. вӗсенӗн еткерлӗхӗ Иазер, пӗтӗм Галаад хули, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫурри таран, Равва ҫывӑхӗнчи Ароера ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр, 26. Есевонран пуҫласа Рамаф-Мицфапа Ветонима ҫитиччен, Маханаимран пуҫласа Давир чикки таран выртакан ҫӗрсем пулнӑ, 27. тата айлӑмри Беф-Гарам, Беф-Нимра, Сокхоф тата Цафон хулисем — Сигон патшалӑхӗн, Есевон патшийӗн, юлашки ҫӗрӗ — Иордан шывӗпе чикӗллӗ, Иордан леш енче тухӑҫалла Хиннереф тинӗсӗ патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 39. хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1