Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Каллех вӑрҫӑ пуҫланнӑ, Давид филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, вӗсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ, вӗсем унран тарса пӗтнӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саул Ионафана итленӗ, Саул ҫапла тупа тунӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, Давид вилес ҫук, тенӗ.6. И послушал Саул голоса Ионафана и поклялся Саул: жив Господь, Давид не умрет.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Филисти ҫулпуҫӗсем вӑрҫа тухсан, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенченех Давид хӑйне Саулӑн мӗнпур тарҫинчен ӑслӑ-тӑнлӑрах кӑтартнӑ, унӑн ячӗ вара ҫав тери чапа тухнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Палӑртнӑ кунсем ҫитичченех Давид хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ та филистимсен икҫӗр ҫыннине вӗлерсе вӗсен хӗрринчи ӳтне касса илсе килнӗ, патша кӗрӳшӗ пулас тесе, ҫавна пурне те патша патне илсе пынӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тарҫисем Саула каласа панӑ: Давид акӑ мӗн калать, тенӗ.24. И донесли Саулу слуги его и сказали: вот что говорит Давид.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид каланӑ: патша кӗрӳшӗ пуласси сирӗншӗн ҫӑмӑл пек туйӑнать-им? эпӗ — чухӑн, ахаль ҫын ҫеҫ, тенӗ.И сказал Давид: разве легко кажется вам быть зятем царя? я - человек бедный и незначительный.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Саул тарҫисем ҫак сӑмаха Давид хӑлхине ҫитернӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Давид Саула ҫапла каланӑ: патша кӗрӳшӗ пулмашкӑн кам эпӗ, манӑн пурӑнӑҫӑмпа ман аттемӗн йӑхӗ мӗнех вӑл Израильре? тенӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ туса пынӑ, унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ.14. И Давид во всех делах своих поступал благоразумно, и Господь был с ним.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Саул ӑна хӑйӗнчен аяккарах пӑрнӑ, ӑна пинпӳ туса хунӑ, Давид вара халӑхпа тухса-кӗрсе ҫӳреме пуҫланӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тепӗр кунне ҫакӑн пек пулса тухнӑ: Турӑ ирӗкӗпе Саула усал сывлӑш тапӑннӑ та, вӑл килӗнче тилӗрсе-урса ҫӳренӗ, Давид вара, ытти кунсенчи пекех, кӗсле каланӑ; Саул аллинче сӑнӑ пулнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав кун хыҫҫӑн Саул Давид ҫине шанмасӑр пӑхма пуҫланӑ.9. И с того дня и потом подозрительно смотрел Саул на Давида.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ кӗвӗ калакан хӗрарӑмсем ҫапла кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ: Саул — пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтерчӗ!7. И восклицали игравшие женщины, говоря: Саул победил тысячи, а Давид - десятки тысяч!
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ҫарӗ Давид филистима ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑннӑ чухне Израильри пур хуларан та хӗрарӑмсем Саул патшана хирӗҫ савӑнӑҫлӑн юрласа та ташласа, тӳнкӗр те кимвал ҫапса тухнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Саул ӑна кирек ӑҫта ярсассӑн та, Давид пур ҫӗрте те ӗҫе ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ, Саул вара ӑна ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ туса хунӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх та, Саул тарҫисем те ырланӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид каланӑ: Вифлеемра пурӑнакан Иессей чурун ывӑлӗ пулатӑп, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Саул, Давид филистима хирӗҫ тухнине курсассӑн, Авениртан, хӑйӗн ҫарпуҫӗнчен, ҫапла ыйтнӑ: Авенир, ку яш ача кам ывӑлӗ пулать? тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Давид ӗнтӗ филистим пуҫне илнӗ те ӑна Иерусалима кайса панӑ, унӑн кӑралне хӑйӗн чатӑрне хунӑ.54. И взял Давид голову Филистимлянина и отнес ее в Иерусалим, а оружие его положил в шатре своем.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.