Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шкул… — темле чӗререн хисепленӗ пек пӑшӑлтатрӗ вӑл, класс хӑми, кафедра, географи картти ҫине нихҫан курманла тимлӗн пӑхкаласа.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ну, паллах, географи е истори кӗнекисенче вуланӑ пуль те — маннӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӗсем ҫаксем: Василиса Егорова, 12-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ (вӑл команда капитанӗ); Наталья Семушина, 12-мӗш шкул директорӗн заместителӗ; Татьяна Якунина, 12-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ; Александр Карпов, 6-мӗш гимназири историпе общество пӗлӗвӗн учителӗ; Ирина Корбанова, 18-мӗш лицей директорӗн заместителӗ, географи тата экономика учителӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем телевӑйӑра ӑмӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33713.html
Класа географи учительне Иван Сергеевича ертсе пыма шанчӗҫ.
Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/
Хам та, географи учителӗ пулнӑ май, республика шайӗнче уҫӑ уроксем панӑ.
«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/
Ачасем, географи олимпиадисене хутшӑнса чылай вырӑн йышӑнатчӗҫ.
«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/
Юлашкинчен 17 ҫул географи учителӗнче ӗҫлерӗм.
«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/
— 1983 ҫулта эпӗ Горькири педагогика институчӗн географи факультетӗнчен вӗренсе тухрӑм.
«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/
Венгрин географи обществи Лайош Лоци ячӗллӗ медаль йӗркеленӗ, унпа паллӑ геолога, географа тата ҫулҫӳревҫе асра тытса венгр тата ют ҫӗршыв ӑсчахӗсене чыслаҫҫӗ.
Лайош Лоци // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%86%D0%B8
Венгри географи обществин председателӗ (1891–1893 тата 1900–1914).Председатель Венгерского географического общества (1891—1893 и 1900—1914).
Лайош Лоци // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%86%D0%B8
Унӑн ӗҫне Венгрири патшалӑх географи обществи тивӗҫлӗ хак панӑ, хисеплӗ пайташ ятне, юбилей медалӗпе Франци ӑслӑлӑх академийӗн Цихацефф премийӗ парса палӑртнӑ.
Лайош Лоци // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%86%D0%B8
1891 ҫулта вӑл хӗтӗртнипе тата Венгри ӑслӑлӑхӗн академийӗ ертсе пынипе Венгри географи обществин Балатон комитетне йӗркеленӗ, унӑн тӗллевӗ кӳлле тӗрлӗ енлӗ тӗпчени пулнӑ.
Лайош Лоци // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%86%D0%B8
1889 ҫулта Будапешт университетӗнче географи профессорӗ пулса тӑнӑ, каярахпа ҫавӑн пекех — Австро-Венгрин гоелоги службин директорӗ.
Лайош Лоци // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%86%D0%B8
Географи
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Темиҫе томлӑ романра яланхи пекех нумай персонажсем, тӗрлӗ халӑх ҫыннисем, пурлӑхпа культура тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ шайра тӑракан сийсем, расна сюжет йӗрӗсем, шалти тата тулашри плансем, ҫав тери анлӑ географи — пӗр сӑмахпа каласан, романа тӗплӗн тишкерсе тухма пайтах вӑхӑт та, вырӑн та кирлӗ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Тӑван ялти шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра пире Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсем: Дмитрий Александрович Акирейкин — математикӑпа физика, Иван Фролович Канюков — вырӑс чӗлхипе литература, Василий Тарасович Мишин — истори, Сергей Дмитриевич Сорокин — биологипе географи, Илларион Тудирякович Ядаринов — истори предмечӗсене вӗрентрӗҫ.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Хӑш тӗнче пайӗнче чи пӗчӗк чӗрчунсем, ҫавӑн пекех хӑш тинӗсре чи пысӑк пулӑсемпе крокодилсем пурӑнни ҫинчен географи урокӗсенче вӗренсе пӗлнӗ.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Анчах сирӗн пурнӑҫӑрӑн ӗҫне умӑма кӑларса тӑратрӑм та ӑнлантӑм: Руфут ханкӑрӗн пуянлӑхне ҫул ҫӳревӗсемпе ҫыхӑннӑ уҫӑмлӑхсен-ҫӗнӗ пулӑмсен юхӑмӗпе ярса эпӗ ҫӗрӗн пӗтӗм пурнӑҫне тӗкӗнетӗн-перӗнетӗп; унта: промышленноҫ, медицина, куллен усӑ кӳрекен тата пӗтӗмӗшле, абстрактлӑ наукӑсем, географи, этнографи, филологи, ботаника, музыка, поэзи, ҫут ҫанталӑк, тем те пӗр курса ҫӳрени, сӑнарлӑх ӳнерӗ, театр, литературӑн мӗн пур тӗсӗ, пӗр сӑмахпа — этемлӗхӗн мӗн пур куҫӑмӗ-аталанӑвӗ.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах вӑл Африкӑн тӗп кӳллисен анлӑ та аслӑ мӗн пур тытӑмлӑхне, кӳлӗсене ҫыхӑнтаракан юхан шывсене тӗпчесе тухма, унтан вара хальлӗхе иккӗленӳллӗ ыйтӑва татса пама — улӑпла Нилӑн географи тӗлешӗнчи вырӑнне палӑртма пӗр вӗҫӗмсӗр ӑнтӑлать.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах вулавҫӑ ҫак кӗнекере географи тӗлӗшпе питех те сахал сӑмах тупӗччӗ, тӗрлӗ ӗҫ-пулӑм ҫинчен вара — тата сахалрах, ҫав вӑхӑтрах вулавҫӑ хӑйне ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тумтир тасалӑхӗшӗн хыпкаланса ҫуннӑ чухнехилле туйӗччӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.