Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӗсемпе сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗсемпе (тĕпĕ: вӗсемпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнчере хӑй евӗрлӗ илемлӗ ҫынсем нумай, вӗсене кашни утӑмрах тӗл пулатӑн, вӗсемпе калаҫатӑн, паллах, пӗр вӑхӑтлӑха вӗсен сӑнне те астуса юлатӑн.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Манӑн хальхи ҫамрӑксем хушшинче, вӗри чӗреллӗ каччӑсем хушшинче, вунҫиччӗри хӗрсем хушшинче пулас килет, вӗсемпе пӗрле эп хам та ҫамрӑклансах каятӑп!

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ман мӗн тӑвас вӗсемпе?

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара эпӗ вӗсемпе лайӑх юлташ пулса тӑраттӑмччӗ, пӗрне-пӗри юлташла хисеплеттӗмӗр, кӳрентерместӗмӗр.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Владимир Путин февралӗн 14-мӗшӗнче пулас технологисен II Форумӗнчи уй-хирӗсенче Раҫҫей ученӑйӗсемпе тӗл пулнӑ, вӗсемпе хамӑр ҫӗршыври медицинӑна аталантармалли мерӑсене сӳтсе явнӑ.

Президент России Владимир Путин встретился 14 февраля с российскими учеными на полях II Форума будущих технологий и обсудил с ними меры по развитию отечественной медицины.

Путин Раҫҫей ученӑйӗсемпе хамӑр ҫӗршыври медицина аталанӑвне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... vn-3644669

Мероприятие хутшӑнакансен уйрӑм кӑсӑклӑхӗ хӑйӑрлӑ анимаципе игротерапи демонстрацине явӑҫтарнӑ, вӗсемпе сывлӑх начартарах ачасемпе ӗҫленӗ чухне усӑ кураҫҫӗ.

Особый интерес участников мероприятия привлекла демонстрация песочной анимации и игротерапии, которая используется при работе с детьми с ограниченными возможностями здоровья.

Хӑйӑрлӑ анимаципе игротерапи ҫынсене уйрӑмах интереслентернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... rn-3643106

Вӗсемпе паллаштарнӑ май транспорт министрӗ Максим Петров темиҫе маршрута йӗркелесе тӑракан тарифсем ҫине куҫарассине ҫирӗплетрӗ.

Помоги переводом

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

«Лайӑх ӗҫ, — терӗ кун пирки Олег Николаев. — Унӑн сервис майӗсем питӗ анлӑ. Анчах «кӑтартусене пухрӑмӑр та — мантӑмӑр» тенӗ пек ан пултӑр — вӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлемелле».

Помоги переводом

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Пӗлтӗр туса хунӑ фонд нумай-нумай кӑтартӑва пухать, вӗсемпе пурте усӑ курмаллли анлӑ майсем уҫать.

Помоги переводом

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ҫӗнӗ проектсемпе ӗҫлесси малалла та пулса пырать, вӗсемпе ҫамрӑксем «Пушкин карттипе» ҫитсе паллашма пултарӗҫ.

Помоги переводом

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

Вӗсемпе пӗрле пухӑнса, ӗҫ планӗсене сӳтсе явсан лайӑх, тепре чухне вӗсем те чылай ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳни куҫ кӗретех.

Помоги переводом

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫынсене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене ҫӑмӑллӑхсем кӳмелли право мелӗсене туса хатӗрленӗ тата вӗсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ куратпӑр.

Выработаны и успешно применяются правовые механизмы по обеспечению льготами участников специальной военной операции и членов их семей.

Олег Николаев Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/12/oleg- ... ika-prokur

Радиотехникӑпа радиовещани ӗҫне хӑвӑрт аталантарас тата вӗсемпе халӑха ытларах усӑ кӳрес тесе Владимир Ильич чылай декретсем йышӑннӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вырӑссен чаплӑ ученӑйӗ хӑйӗн ӗмӗрӗнче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ радиоприборсем сахал мар тунӑ, вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курасшӑн чунтан тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Час-часах ҫакӑн пек хашакасем ҫирӗплӗх енчен алюминирен тунисенчен те аванрах, пӑрассине хирӗҫ тӑрасси енӗпе те хуҫӑлас тӗлӗшпе те вӗсем ирттереҫҫӗ, апла пулин те хакӗ пӗчӗк маррине кура вӗсемпе хаклӑ фитнес-модельсем ҫинче кӑна усӑ курма май пур.

Зачастую такие рамы даже превосходят алюминиевые по прочности и сопротивлению кручению и излому, однако цена позволяет использовать их только на дорогих фитнес-моделях.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Асӑннӑ материалсем питӗ ҫемҫе, ҫавӑнпа та вӗсемпе е чи йӳннисенче е роликлӑ тӑркӑчсен кивелнӗ модельсенче усӑ кураҫҫӗ.

Данные материалы достаточно мягкие и поэтому используются либо в самых дешевых либо в устаревших моделях роликовых коньков.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ҫак савӑнӑҫа вӗсемпе пӗрле пайлама кӑмӑл тунисем хушшинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, халӑх пултарулӑхӗн «Трактор тӑвакансен Культура керменӗ» республика центрӗн директорӗн ҫумӗ Валентина Яковлева, Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова, Муркаш муниципалитет округӗн централизациленӗ клуб системин директорӗ Игорь Смирнов тата ыттисем те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ хастарпа, Европа шайӗнче ирттернӗ самбо спорчӗн ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫипе Олег Ивановпа пӗрле Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Каҫал енри 1-мӗш шкулта ӑс пухакансемпе тӗл пулӑ, вӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ, «паттӑрлӑх» сӑмахӑн ӑнлавне, унӑн пӗлтерӗшӗ паянхи пурнӑҫ таппинче пысӑк вырӑн йышӑнни пирки сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Вӗсемпе салютсем, фейерверксем тунӑ ҫӗрте усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене уяманни тепӗр чухне йывӑр инкек е пысӑк сиен курасси патне илсе пырать те.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Чӑваш Енри хушма вӗрентӳ тытӑмӗ вӗсемпе питӗ пуян.

Помоги переводом

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней