Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек ҫиелтен пӑхни, усал ӗҫ тума ирӗке яни — саккуна хирӗҫле ӗҫ, ӑна судӑн халех пӑхса татмалла; мӗншӗн тесен, сысна айван чӗрчун пулин те ҫапах хутсене вӑрлама пултарнӑ-ха.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Кирлӗ апат-ҫимӗҫе е материалсене паракан ҫынсене чеелесе улталама май вилмесен, вӑл ҫав япаласене вӑрлама тӑрӑшнӑ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Каҫать те, тем вӑхӑт унта ҫухалса тӑнӑ хыҫҫӑн, хӑйма вӑрлама вӗреннӗ кушакла, йывӑҫ пӳрте, упӑшки ҫумне, каялла йӑпӑртатать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ чухлаттӑм: вӑл ӗнтӗ ман ҫинчен эпӗ вӑрлама пулӑшатӑп тесе шутлатчӗ, ҫавӑ мана унтан йӗрӗнтеретчӗ, анчах кӳрентерместчӗ; йӗрки ҫавӑн пек ӗнтӗ: пурте вӑрлаҫҫӗ, хуҫа хӑй те ҫынӑнне илме юратать.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Рабочисем те, подрядчиксем те, пур майпа та мана улталама, мӗн те пулин вӑрлама тӑрӑшатчӗҫ, хӑйсене кичемле ӗҫ тума хушнине пӑхӑннӑ пек, вӗсем ҫавна пытанмасӑр тенӗ пекех тӑватчӗҫ, эпӗ вӗсене тытсан, ним чул та ҫиленместчӗҫ, анчах ҫиленмесӗр вара тӗлӗнетчӗҫ:
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗҫ ҫук чухне ҫав урамри ҫынсем баржасемпе пароходсем ҫинчен ваккӑн вӑрлама та йӗрӗнместчӗҫ, анчах ҫавӑншӑн эпӗ хӑраса тӑмастӑм, — эпӗ кураттӑм: кивӗ сӑхмана кӑвак ҫиппе ҫӗлесе тухнӑ пек, пӗтӗм пурӑнӑҫа та вӑрлассипе витӗрех тӗрлесе тухнӑ темеллеччӗ, ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: ҫав ҫынсем хӑш-хӑш чухне хӑйсен вӑйӗсене хӗрхенмесӗр ним шутсӑр хавхаланса ӗҫлетчӗҫ, ун пеккисем хыпаланса тавар пушатнӑ чухне, пушарсенче, пӑр кайнӑ чухне пулкалатчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр тӑватӑ ҫултан эпӗ ӑна Царицынта тӗл пултӑм, вӑл татах трактирте половойра ӗҫлетчӗ; унтан хаҫатра вуларӑм: ҫӑраҫҫи ҫӗмӗрсе вӑрлама хӑтланнӑшӑн Хумма Тучкова арӗсленӗ тесе ҫырнӑччӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынӗ вӑл — лайӑх, турра кӗлтӑваканскер, ҫирӗп шухӑшлӑскер тата хутла пӗлекенскер, ҫапах та — вӑрлама юратать!Человек он — хороший, богомол, мыслей строгих и грамотен, ну, а воровать — любит!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав мӑнаҫланнӑ ҫынсем пурте ҫавӑн чухне мана витӗрех лайӑх ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ; кашниех хӑйне майлӑ интереслӗччӗ, Кунавино слободинчи вӑрлама юратакан, кутӑн та ӗҫекен мещансенчен пурте ӑраснах уйрӑм тӑратчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эсӗ ӑна вӗрент Псалтирь вӑрлама — часах пирӗн Псалтирьсем килеҫҫӗ, виҫӗ коробка…— Ты научи его Псалтырь украсть — скоро мы Псалтыри получим, три короба…
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑна пулӑшакан ҫынсем виҫҫӗшӗ те опытлӑ, ӗҫе пӗлекен, вӑрлама пултаракан ҫынсем пулнӑ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вӑрлама эпӗ, чӑнах та, хӑтланса пӑхрӑм, анчах савӑнмалли пулмарӗ: пӗр купцанне эпӗ картаран лашине вӑрласа тухма шутланӑччӗ, ну — вӑрлама пултараймарӑм, тытрӗҫ, пуҫларӗҫ, паллах, хӗнеме, хӗнерӗҫ-хӗнерӗҫ те полицине сӗтӗрсе карӗҫ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Халӗ, вӑрлама шут тытсан, эпӗ ҫав сӑмахсене, вӑл шанса йӑл кулнине астуса илтӗм те, хама вӑрлама пит йывӑр пулассине туйрӑм.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл шӳт туманнине чухласа эпӗ унпа тӳлесе татӑлмашкӑн укҫа вӑрлама шут тытрӑм.Понимая, что он не шутит, я решил украсть деньги, чтобы разделаться с ним.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑрлама пӗлетӗн-и?
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ман таврашра пурӑнакан ҫынсем пек марччӗ, ҫавӑ вара ман кӑмӑла карӗ; эпӗ сисетӗп, вӑл эпӗ вӑрлама хатӗррине ӗненсех тӑрать, ҫавӑнпа эпӗ ӑна чӳрече фортӑчки витӗр калуш тыттарма пултӑм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Вӑрлама юрамасть, — терӗм эпӗ ӑна.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Саго-Мару» ҫаплах ҫыран хӗрринчи шывра пулӑ вӑрлама пӑрахмасть-ха.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Чи пӗчӗккисем вара Куриль тӑвӗсен тӑрӑхӗнчен килеҫҫӗ — вӗсем компассӑр, карттӑсӑр, пӗр мишук хывӑхлӑ риспа шӑршланнӑ йӳҫ кӑшман пички лартса ҫула тухаҫҫӗ, шыв айӗнчен кӑнтса тӑракан чулсем ҫине пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, штрафсем тӳлеҫҫӗ, ҫапах та пулӑ вӑрлама тӑрӑшаҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Мӑран пулсан та, тӗркелӗ кавасакисем, нумай тиеме юрӑхлӑ сейнерсем, хӑвӑрт ишекен шхунӑсем, «Паллада» фрегат вӑхӑтӗнче тунӑ тӗрӗллӗ бугшпритсем — пулӑ вӑрлама пурте, шӑнасем кухня патне тӑрӑннӑ пекех, кунта вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.