Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кама та пулин мӗн акнине пухса илме тивет, эпӗ… куҫ курӗ унта, — терӗ Бунчук, куҫӗсене хӗссе илсе.— Кто-то посеянное будет собирать, а я… погляжу, — Бунчук сощурил глаза.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ну, епле, вӑрҫӑ йӗркисене вӗренетӗн-и? — хӑйӗнчен кӑшт хыҫаларахра утса пыракан Бунчук ҫине чалӑшшӑн пӑхса, ыйтрӗ Листницкий.— Ну как, изучаете войну? — косо глянув на шагавшего чуть позади Бунчука, спросил Листницкий.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Бунчук ҫаврӑнса пӑхрӗ те, сотника честь парса, аяккалла пӑрӑнса тӑчӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Бунчук калаҫасса та темле урӑхларах, сӑмаха вӗҫне ҫити каламасӑр, ҫирӗп тута хӗрринчен хӗсӗнсе тухакан кулӑпа кулкаласа, калаҫать, — ку этем пӗр хӑй ҫеҫ пӗлсе тӑракан чӑнлӑхран кукӑр-макӑр тавра сукмакпа иртсе каять тейӗн.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑна хирӗҫ ответлекенӗ Бунчук мар, урӑххи пулчӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Бунчук ӑна куҫӗпе пыл хурчӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, сотник кулса ячӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Айван, — терӗ шӑппӑн Бунчук, пыл хурчӗ хӗҫ ҫутине чечекрен уйӑрса илейменнине чухласа.— Глупая, — сожалеюще и тихо сказал Бунчук, осуждая пчелиный промах.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пирусне тивертнӗ чух сотник Бунчук аллинчен тутлӑ смала шӑрши пек ут тарӗн шӑрши кӗнине туйрӗ.Прикурия, почувствовал от руки Бончука сладкий смолистый запах конского пота.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Листницкий пирус кӑларчӗ, Бунчук шӑрпӑк ҫутрӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Бунчук хӑйӗн сарлака аллаппийӗсене йӗнерӗн якалса кайнӑ симӗс пӗкечи ҫине хунӑ.Широкие ладони Бунчука лежали на облупленной зеленой луке седла.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Тархасшӑн, — сӑмах тӑсса тата кӑшт тӑрӑхларах ответлерӗ Бунчук, сотник ҫине тинкерсе пӑхса.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Бунчук хӑйӗн чаплах мар утне сотникӑн таса ӑратлӑ Дон урхамахӗпе танлаштарчӗ.Бунчук поравнял своего незавидного коня с чистокровным донцом сотника.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Вольноопределяющи Бунчук!
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ман хушамат Бунчук, — ун сӑмахне пӳлчӗ казак.