Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн аҫа йытӑ пек пӑхатӑн?
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан инкекӗ ҫинчен аҫа илтерни Богданов кӑмӑлне пӑсрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн ҫулсерен виҫӗ-тӑватӑ ама, пӗр аҫа хӗл каҫарнӑ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
— Аҫа ҫапать, шартлатать, пӗтӗм тӗнчене кисретет.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Аялти кӗпе вӗҫҫӗн вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ та аҫа ҫапмассерен чӗтре-чӗтре илет, шарт сикет.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Асли хыҫҫӑн Нина та ҫитрӗ — тӗлӗнмелле-тӗк тӗлӗнмелле, уяр ҫанталӑкра аҫа ҫапрӗ тейӗн! — вӑл та ирех вӑраннӑ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ку пирӗншӗн кӗрхи кунра аҫа ҫапнӑ пекех, — ҫиллине пытармасӑр хуравларӗ те каччӑ чылайлӑха шӑлланчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Аҫа ҫапманскер!
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Ҫеркушне хам Машӑран сивӗтсен, амӑшӗ, Хветура, аҫа ҫапманскер, урӑх хӗре ҫураҫма тытӑннӑччӗ пулса.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Шӑп ҫак самантсенче, тен, санӑн чее шухӑш вӗҫсе иртет — юратнӑ хӗршӗн, ывӑлсемшӗн лару-тӑруран тухмалли меслет, вӗсене валли аҫа ҫури тупасси.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑрҫӑ пуҫланиччен пӗр ҫул малтан Ҫилевӗрӗн тӑррине аҫа ҫапса ҫунтарса янӑ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Аҫа ҫаптӑрччӗ сан йыттуна!
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Сасартӑк кӗрслеттерсе юнашарах аҫа ҫапать, ҫывӑхри юман тӑррине ҫавапа каснӑн татса антарать.
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Эпӗ ялт! ҫеҫ ура ҫине сиксе тӑтӑм — юнашар йывӑҫа аҫа ҫапрӗ тейӗн.
II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Аҫа хытӑ ҫапрӗ те, ҫумӑр яра пачӗ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Аҫа ҫапнин сасси хӑлхана хупласа лартас пек илтӗнет.
Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Аҫа ҫапсан хуралтӑ таврашӗ ҫунма тытӑннӑ.
Аҫа ҫапсан 32 сурӑх ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35604.html
Ҫӗмӗрле районӗнчи Чӑваш Улхашри пӗр кил хуҫалӑхне аҫа ҫапнӑ.Молния ударила в одно из домохозяйств Чувашских Алгаш Шумерлинского района.
Аҫа ҫапсан 32 сурӑх ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35604.html
Аҫа ҫаптӑр!
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Арӑм кӑшламах тытӑнчӗ: харампыр эсӗ, аҫа хурт! тет.
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.