Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аякка сăмах пирĕн базăра пур.
Аякка (тĕпĕ: аякка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел, ҫакна ӑнкартаймасть Кактышев: Эверкки Садуров художник хӑйӗн ӗҫӗсемпе, чунӗ-чӗрипе пӗтӗмпех реалист мар пулин те, искусствӑра пурнӑҫран аякка пӑрӑнса каймасть.

Помоги переводом

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ватӑлас енне куҫнӑ фронтовик аякка кайса пыракан хӑнасене мӗн ҫухаличчен куҫ илмесӗр пӑхса ӑсатрӗ.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Вӑрҫӑ ҫулӗсем аякка юлнӑ вӗт, халӗ саккунсем урӑхла, никама та тӗрмене ӑсатмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Тинех вырнаҫса лартӑмӑр; кӗсменсен шампӑлтатӑвӗ пире «Чӑмавран», унӑн пӗччен мачта хунарӗнчен аякка куҫарса каять, пирӗн ӑшри тӳсӗмсӗр куҫӑма каҫӑн пӗтӗмӗшле юхӑмӗн картине кӗртет.

Наконец мы уселись; толчки весел, понесших нас прочь от «Нырка» с его одиноким мачтовым фонарем, ввели наше внутреннее нетерпеливое движение в круг общего движения ночи.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хумсем шлюпкӑна карапран чылай аякка хӑваласа кайрӗҫ ӗнтӗ, эпӗ халӗ — чул сарнӑ тӳрем урлӑ тейӗн — лутра пӳртӗн ҫутӑ ҫавра чӳречисене куратӑп.

Волны уже отнесли шлюпку от корабля так, что я видел, как бы через мостовую, ряд круглых освещенных окон низкого дома.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хул пуҫҫисене сиктеркелесе ҫырана антӑм, самаях аякка кайсан ҫаврӑнтӑм та «Хумсем ҫинче чупаканӑн» ҫӳллӗ мачтисене тепӗр хут куратӑп; пысӑк шанӑҫпа: Гез е Браун, е иккӗшӗ те пӗрле манӑн шухӑш-тӗллевӗме, ҫапах та, ырласа та ӑнланса йышӑнаҫҫех.

Пожав плечами, я спустился на берег и, значительно отойдя, обернулся, еще раз увидев высокие мачты «Бегущей по волнам», с уверенностью, что Гез, или Браун, или оба вместе должны будут отнестись к моему намерению самым положительным образом.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Санӑн мӗншӗн ҫапла аякка каймалла?

— Зачем тебе идти так далеко?

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Малалла вара кимме чылай аякка йӑтса кайма, хӑрушӑ вырӑнтан ҫапларах хӑпма тӗв турӗ.

Рассчитывая на руках пронести пирогу так далеко, чтобы миновать опасное место.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑрҫӑ тӗллевӗ Стэнлишӗн те Гент ӑнтӑлакан тӳрӗ ҫула уҫассиех-ха, анчах кунта пуҫламӑш шухӑшран, Ливингстона тупассинчен, — тулли тӗллевлӗхпе тасалӑхран — аякка сулӑнни куҫ кӗретех; ку сулӑну Гентшӑн ют.

Правда, цель войны для Стэнли была — открыть тот же прямой путь, к которому стремился Гент, но здесь было известное уклонение от цельности и чистоты первоначального замысла: найти Ливингстона, уклонение, противное душе Гейта.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл, хальхи хурлӑхлӑ пурнӑҫӗшӗн ют пӗр-пӗр япалана асне кӑларса, — шухӑшӗпе «Астрӑран» тата хӑйӗнчен таҫта аякка кайма кӑмӑллать.

Он любил, выбрав какой-либо предмет, чуждый печальному настоящему, мысленно уходить от «Астры» и самого себя.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Вӑрттӑн ӗҫсен вак-тӗвеклӗхне вӑл дисциплина пӗлтерӗшӗпе хаклать, питӗ лайӑх чухлать: пуҫламӑшӗнчи пӗчӗкҫӗ асӑрханусӑрлӑх та ӑнӑҫлӑ вӗҫлеврен чылай аякка аташтарса каять, ку — кӗтес йӗрӗсем сарӑлни евӗрлех.

Мелочам тайных дел он придавал значение дисциплины, отлично зная, что пустяковая неосторожность начала может увести далеко от благополучного конца, как расхождение линий угла.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест ҫав.

Да, яблоко от яблони недалеко падает.

Ырӑ атте-анне // Любовь Фёдорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 10 с.

Кантервиль куштанӗсем тата пурне те пӗлме-курма ҫунакан ытти ҫын аякка кайса тӑчӗҫ те пӗр ӑстрӑм хӑйсен аллин ӗҫӗпе киленчӗҫ, кӗҫех килӗсене васкамасӑр саланчӗҫ.

Запевалы кантервиля и прочие любопытствующие, отойдя на приличное расстояние, полюбовались делом своих рук и медленно разошлись по домам.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Ҫапларах чылай хушӑ калаҫрӗ вӑл, таҫта аякка хупса хунӑ йывӑр куҫҫульне ҫыртса лартнӑ шӑлӗсемпе тӗпретрӗ, анчах чун-чӗри хумханӑвӗ — юлашкинчен — шухӑшӗсене арпаштарса ячӗ.

В таком роде долго говорил он еще, перемалывая стиснутыми зубами тяжкие, загнанные далеко слезы, но душевное волнение спутало, наконец, его мысли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Геллипе Зурбаган сасартӑк пин ҫухрӑм аякка куҫрӗҫ; хула кӗҫех хӑй вырӑннех килсе ларчӗ пулмалла, анчах вӑл халӗ паҫӑрхи хула мар ӗнтӗ.

Гелли и Зурбаган внезапно отодвинулись на тысячу верст; город, пожалуй, скоро вернулся на свое место, но это был уже не тот город.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Пӑрахут халӗ кунтан аякка тӑрса юлчӗ.

— Пароход теперь остался отсюда далеко.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«1920 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫухалнӑ «Ван-дом» карапа шыранӑ чухне, циклона пула «Рикша» ҫулран пӑрӑнчӗ, унтан сисӗнмеллех ваннипе кӑнтӑралла чылай аякка кайса лекрӗ.

«5 апреля 1920 года «Рикша» в поисках пропавшего судна «Вандом» был сбит с курса циклоном и, потерпев значительные повреждения, отнесен далеко к югу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Ҫав аякка Канашри хӑна ҫурчӗн хуҫи Мӗтри илсе ҫитермӗ-ши?

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Сӑпани ашшӗпе амӑшне, халӑх тӑшманӗ вырӑнне хурса, таҫта аякка ӑсатнӑ, халь пушали ӑнлантар ӑна Совет влаҫӗн тӑшманне тытасси коммунистӑн, чекистӑн тасаран та таса тивӗҫӗ тесе», — каллех кулчӗ аслӑраххи.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эс таҫта аякка, юн тӑкакан ҫӗре каяс умӗн сана урӑхла ӑсатса яраймастӑп!..

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней