Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Эй Ароер хӗрӗ, тух та ҫул ҫине пӑхса тӑр, чупаканран, тарса хӑтӑлас теекенрен: «мӗн пулчӗ?» тесе ыйт.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ароер хулисене пӑрахса кайӗҫ — кӗтӳсем валли тӑрса юлӗҫ, вӗсем унта канӗҫ, вӗсене хӑратакан та пулмӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Гизони ҫыннин Гашемӑн ывӑлӗсем: Ионафан — Шаге ывӑлӗ, Гарир ҫынни; 35. Ахиам — Сахар ывӑлӗ, Гарир ҫынни; Ура ывӑлӗ Елифал; 36. Махера ҫынни Хефер; Пелони ҫынни Ахиа; 37. Кармил ҫынни Хецрой; Езбай ывӑлӗ Наарай; 38. Нафанпа пӗртӑван Иоиль; Гагрий ывӑлӗ Мивхар; 39. Аммон ҫынни Целек; Бероф ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн, Иоавӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ; 40. Ифри ҫынни Ира; Ифри ҫынни Гареб; 41. хет ҫынни Урия; Ахлай ывӑлӗ Завад; 42. Адина — Шиза ывӑлӗ, Рувим ҫынни, Рувим ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, унӑн вӑтӑр ҫын пулнӑ; 43. Мааха ывӑлӗ Ханан; Мефен ҫынни Иосафат; 44. Аштероф ҫынни Уззия; Ароер ҫыннин Хофамӑн ывӑлӗсем: Шама тата Иеиел; 45. Шимрий ывӑлӗ Иедиаел тата унпа пӗртӑван Иоха, Фица ҫынни; 46. Махавим ҫынни Елиел, Елнаам ывӑлӗсем Иеривайпа Иошавия тата Моав ҫынни Ифма; 47. Мецоваи ҫыннисем Елиел, Овед тата Иасиел.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ та Гад айлӑмӗн варринче, Иазер енче вырӑнаҫнӑ Ароер хулинче, унӑн сылтӑм хутлӑхӗнче, чарӑнса тӑнӑ; 6. унтан Галаада тата Тахтим-Ходши ҫӗрне ҫитнӗ; Дан-Яан хулинче пулнӑ, Сидон тавра ҫаврӑннӑ; 7. Тир керемӗ патне ҫитнӗ, хивейсемпе ханаансен мӗнпур хулинче пулнӑ, Иудейӑн кӑнтӑр енне Вирсавияна тухнӑ; 8. пӗтӗм ҫӗре ҫаврӑнса тухнӑ та тӑхӑр уйӑх та ҫирӗм кунран Иерусалима таврӑннӑ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иеффай вара аммонсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ун аллине панӑ; 33. вӗсене питӗ вӑйлӑ аркатса тӑкнӑ, Ароер патӗнчен пуҫласа Миниф патне ҫитиччен ҫирӗм хула туртса илнӗ, Авель-Керамим таранах ярса илнӗ, вара Аммон халӑхӗ Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ: 16. вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх, 17. Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф, Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар, 20. Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф, 21. тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ; 22. вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян тепӗр ҫур йӑхне Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иордан леш енчи [хӗвел]тухӑҫӗ еннелле выртакан ҫӗрсене панӑ: 9. вӗсен ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер патӗнчен пуҫланса кайнӑ, вӗсене айлӑмра ларакан хулана та, пӗтӗм Медева тӳремлӗхне те Дивон хулине ҫитичченех панӑ, 10. тата Есевонра патшара ларнӑ аморрейсен патшийӗн Сигонӑн хулисене пӗтӗмпе, аммонсен чиккине ҫитиччен, 11. ҫавӑн пекех Галаад, Гессур, Мааха ҫӗрӗсене, пӗтӗм Ермон ту-сӑртне, пӗтӗм Васан ҫӗрне Салха таранччен 12. тата Астарофпа Едреи хулисенче патшара ларнӑ Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхне панӑ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӗсем вара ҫав ҫӗре тата Ог — Васан патши — ҫӗрне, амморейсен икӗ патшийӗн ҫӗрне, Иорданӑн леш енче хӗвелтухӑҫнелле выртакан ҫӗре 48. Арнон юхӑм шывӗ хӗрринче ларакан Ароер хулинчен пуҫласа Сион тӑвӗ таран — вӑлах Ермон тӑвӗ — 49. тата Иордан ку енчи тухӑҫалла выртакан пӗтӗм тӳремлӗхе Фасга тӑвӗ патӗнчи тӳремлӗхри тинӗс хӗррине ҫитичченех хӑйсен аллине илнӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароер хулинчен тата айлӑмра ларакан хуларан пуҫласа Галаад [тӑвӗ] патне ҫитичченех эпир ҫӗнтереймен хула юлмарӗ: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пурне те [пирӗн аллӑмӑра] пачӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Гад ывӑлӗсем вара Дивон, Атароф, Ароер, 35. Атароф-Шофан, Иазер, Иогбега, 36. Беф-Нимра, Беф-Гаран ятлӑ тӗреклӗлетнӗ хуласем тата сурӑх картисем туса лартнӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1