Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Акӑлчан сăмах пирĕн базăра пур.
Акӑлчан (тĕпĕ: акӑлчан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Столовӑй вестибюлӗнче студентсене акӑлчан тумтирӗсем валеҫет профком.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Французпа акӑлчан хӗрарӑмсен урисенче ҫинҫе те вӑрӑм кӗлеллӗ туфли, тет, совет хӗрарӑмӗн уринче — хулан та тачка кӗлелли, тет.

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Виҫӗ хӗрарӑм, француз, акӑлчан, совет хӗрарӑмӗ, тӗл пулнӑ имӗш.

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сенкертерех акӑлчан хурҫи бамбукӑн пиҫӗ вуллине пӗрре ҫапсанах Горн вӑй-хӑват антӑхӑвӗпе, тимлӗх чарусӑрлӑхӗпе хӗмленчӗ, вӑйӑмӗн лӑпланми пӑрӗ йывӑҫ вуллисене кисретнӗ май самаях халсӑрланчӗ, анчах ӗшенӗвӗ темлерех пылак туйӑма куҫать.

И с первым же ударом синеватой английской стали в упругий ствол бамбука Горн загорелся пароксизмом энергии, неистовством напряжения, жаждущего подчинять материю непрерывным градом усилий, следующих одно за другим в возрастающем сладострастии изнеможения.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗн тахҫанхи пӗлӗшсем: Гентпа Цаупере, виҫҫӗмӗшӗ — килӗшӳллӗ, ҫавра питлӗ, лутра, анчах ҫирӗп шӑм-шаклӑ акӑлчан — хӗвел тухӑҫ ҫыран тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫапкаланчӑк, тем те пӗрлӗх шыравҫи Саллас Бен, нимӗнрен-никамран та хӑраман, йӑваш этем, анчах — тилӗрме пуҫличчен ҫеҫ.

Двое из них были наши старые знакомые — Гент и Цаупере, а третий, низкорослый, коренастый англичанин со строгим круглым лицом, был небезызвестный по восточному берегу бродяга, искатель приключений — Саллас Бен, человек бесстрашный и кроткий, пока на него не нападал гнев.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Акӑлчан эпӗ сирӗн тарҫӑр пулнине пӗлсен мана сире акӑ мӗн пӗлтерме ыйтрӗ: вӑл сире шырать тата сирӗнпе калаҫма ирӗк ыйтать.

Англичанин, узнав, что я ваш слуга, просил меня передать вам, что он ищет вас и просит разрешения говорить с вами.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шурӑ ҫын — акӑлчан.

Белый человек — англичанин.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак йышра икӗ акӑлчан — ашшӗпе ывӑлӗ Стефенсонсем; Ван-Ландпа ыттисем Голландире ҫуралнӑ.

Среди них были два англичанина — отец и сын Стефенсоны; остальные с Ван Ландом родились в Голландии.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ сунарта акӑлчан элчипе Реджинальд Шерлипе пулнӑ, Баганпур раджин темиҫе сунарне хутшӑннӑ, анчах ултӑ слона эпӗ пӗччене пӗччен, хутшӑнуҫӑсемсӗр вӗлернӗ.

Я охотился с сэром Реджинальдом Шерли, английским посланником, участвовал в нескольких охотах раджи Баганпура, но шесть слонов убиты мною один на один, без соучастников.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ Пирон ҫак ылтӑн сӑнчӑра — ӑна кӗтмен ҫӗртен хӑваласа ҫитнӗ акӑлчан карапӗсенчен тарас тӗллевпе — яккӑрпа пӗрле касса путарни ҫинчен каласа панине тахҫанах илтнӗ.

Я давно слышал рассказ, как Пирон отрубил эту золотую цепь вместе с якорем, чтобы удрать от английских судов, настигших его внезапно.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пирӗн патшапа акӑлчан патши ырӑ ҫынсем.

Наш царь и английский царь — благородные.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Падишах урамӗнчи пысӑк хваттерте питех те ӗненмелле акӑлчан пек сӑрланнӑ ҫын ларать.

В большой квартире улицы Падишаха сидел человек, искусно загримированный англичанином.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Информацие Википедин вырӑс тата акӑлчан версийӗсенчен илсе хатӗрленӗ.

Информация подготовлена из Википедии на русском и английской версиях.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

— А-авӑ, хайхи акӑлчан вӗҫсе килет! — кӑшкӑрчӗ хӗрлеармеецсенчен пӗри, ура ҫине тӑнӑ май пӗлӗтелле пӑхса.

— Во-она летит англичанин! — воскликнул Петя, поднимаясь и глядя в небо из-под ладони.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Паллах, акӑлчан духовенстви «Пичке юмахӗн» авторӗ епле кӳрентернине каҫарма пултарайман.

Понятно, английское духовенство не могло простить автору «Сказки бочки» нанесенной им обиды.

2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Писателӗн ашшӗ, ҫамрӑк акӑлчан ҫынни Джонатан Свифт ӗҫлесе укҫа тупас тесе арӑмӗпе пӗрле Англирен Ирландин тӗл хулине Дублина куҫнӑ.

Отец писателя, молодой англичанин Джонатан Свифт, в поисках заработка переехал со своей женой из Англии в столицу Ирландии Дублин.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Вӗреннӗ сӑмахсене каламашкӑн ҫӑмӑлтарах пултар тесе, эпӗ хам вӗреннӗ пур сӑмахсене те акӑлчан алфавичӗпе йӗркерен ҫырса пытӑм, вӗсем тӗлне ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине куҫарса ҫыртӑм.

Чтобы легче запомнить, я записывал все заученные мною слова в порядке английского алфавита с соответствующим переводом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа сире хисеплесе эпӗ хам мӗскӗн акӑлчан ҫынни пулни ҫинчен пӗлтерме, хамӑн телейсӗр ӑраскалӑма пула, сирӗн ҫӗршывӑн ҫыранӗ ҫине килсе инкеке лекнӗ ҫын пулни ҫинчен каласа пама хӑяс, терӗм.

Поэтому я осмеливаюсь доложить вашей милости, что я — бедный англичанин. Злая судьба забросила меня на берег вашей страны.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юлашкинчен, эпӗ кив йӑласемпе пурӑннӑ акӑлчан ҫыннисене чӗнтерме ыйтрӑм.

В заключение я попросил вызвать английских поселян старого закала.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх пире ҫакна та пӗлме май килчӗ: 2018 ҫулта хӗр Чӑваш Ен ҫинчен акӑлчан чӗлхипе «Let's speak about Chuvashia» курс ҫырса хатӗрленӗ.

По открытым источникам в интернете нам удалось выяснить, что в 2018 году девушка записала курс английского языка «Let's speak about Chuvashia».

Китайра пурӑнакан хӗр чӑвашла юмахсем ҫырать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30453.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней