Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Акӑлчан сăмах пирĕн базăра пур.
Акӑлчан (тĕпĕ: акӑлчан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна хам акӑлчан пулнине, тыткӑнран тарнине каласа патӑм.

И я сказал ему, что я англичанин, убежавший из плена.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах тарма май пулмарӗ: эпӗ пӗчченехчӗ, вӑйсӑрланнӑччӗ, ман пек тыткӑнра пурӑнакансем хушшинче пӗр акӑлчан та ҫукчӗ, ҫавӑнпа эпӗ тарас пирки никампа та шанчӑклӑ калаҫса пӑхма пултараймарӑм.

Но бежать было невозможно: я был одинок и бессилен, среди пленников не было ни одного англичанина, которому я мог бы довериться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Акӑлчан писателӗ Даниэл Дефо (1660 е 1661 — 1731) сутӑҫӑ ывӑлӗ пулнӑ.

Английский писатель Даниэл Дефо ( 1660 или 1661 — 1731) был сыном торговца.

«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.

Мӗншӗн тесен, кунта куҫса килнӗ мӑсӑльман-арапсем хӑйсен чӗлхисемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, акӑлчан, француз е нимӗҫ чӗлхисене пӗлмеҫҫӗ.

Потому что переехавшие сюда мусульмане-арабы разговаривают только на своем языке и не владеют английским, французским или немецким языками.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Урӑхла каласан, Европӑри акӑлчан тата ытти халӑхсен шучӗ ҫултан-ҫул сахалланса пыни, кунта куҫса килнӗ халӑхсен шучӗ ҫултан-ҫул ӳсни вырӑнри Европа халӑхӗсен чӗлхисем те пуласлӑхра ҫухалма пултарасси ҫинчен калаҫҫӗ.

Иными словами, ежегодное уменьшение численности англичан и других народов Европы и ежегодное увеличение численности народов-переселенцев приедет к исчезновению языков народов Европы в будущем.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Европӑна юлашки ҫулсенче Азипе Африкӑран нумайӑн куҫса е тарса килнӗ арап ҫемьисем темиҫешер ача ҫуратнӑ вӑхӑтрах, нимӗҫ, акӑлчан, грек, француз… ҫемьисем пӗр-икшер ҫеҫ ача ҫуратаҫҫӗ-ҫке.

В Европе в последние годы рождаются множество детей в семьях арабов-мигрантов из Азии и Африки, в тоже время в немецких, английских, греческих, французских семьях рождаются... по одному-два ребенка.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Анчах малашлӑхра акӑлчан чӗлхи те «тӗнче чӗлхи» пулма пӑрахмӗ-ши?

Не будет ли так, что в будущем и английский язык перестанет быть «языком мира».

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Ӗлӗкхи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесем вырӑнне паян акӑлчан чӗлхи «тӗнче чӗлхи» пулса тӑрать, ун сӑмахӗсем ытти чӗлхесене вӑйлӑн кӗреҫҫӗ, ҫав шутра вырӑс чӗлхине те.

Вместо прежних широко распространенных языков сегодня английский язык стал «языком мира», слова которого широко проникают в другие языки, в том числе и в русский.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Малашне те ҫапла кайсан, паянхи кун «тӗнче чӗлхи» пулса тӑракан акӑлчан чӗлхи вырӑс чӗлхине майӗпен пурнӑҫран хӗссе кӑларасси патне илсе ҫитерме пултараймасть, тесе калаймӑн.

Если тенденция сохранится, то нельзя не утверждать, что английский язык, который сегодня является «языком мира», не может привести к постепенному вытеснению русского языка из жизни.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Пирӗн хисеплӗ депутатсен Патшалӑх Думинче тухса калаҫнинче те кун пеккине час-часах асӑрхатпӑр: вӗсем, хӑйсене «чӑнкӑ» ҫынсем пек кӑтартас шутпа пулас, питӗ нумай акӑлчан сӑмахӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Такое мы часто замечаем и в выступлениях наших уважаемых депутатов Государственной Думы: они, видимо, желая показывать свою «крутость», используют множество английских слов.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Вырӑс чӗлхине юлашки ҫулсенче нумай акӑлчан сӑмахӗ кӗрсе тулчӗ.

В последние годы в русский язык вошло много английских слов.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Калама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен пурнӑҫ Раҫҫейре акӑлчан чӗлхин позицийӗпе витӗмӗ ҫултан-ҫул вӑйлӑланса пынине кӑтартать.

Мы не сможем так сказать, ибо жизнь показывает, что в России позиция и влияние английского языка падает ежегодно.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ.

В России, например, знаем, что школьникам начали преподавать английский язык с последующим экзаменом в форме ЕГЭ.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

— Лакейӗн те ливрейӗ епле, Данилыч: акӑлчан пуставӗ, аршӑнӗ 5 тенкӗ; хӑй вӑл хаяр та сумлӑ, анчах йӗркеллӗ ҫын, калаҫать; ҫанни ҫинчине тыттарса та пӑхтарчӗ, пите лайӑх пустав.

— И на лакее ливрея какая, Данилыч: сукно английское, по пяти рублей аршин; он суровый такой, важный, но учтив, отвечает; давал и пробовать на рукаве, отличное сукно.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тӗрӗслемелле пулнӑ — граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫур хутор акӑлчан ботинкипе ҫӳренӗ.

Надо было проверить — ить в Гражданскую войну у нас полхутора английские ботинки носили.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑлчан пушмакӗн пӗтӗм кӗлене хуплакан икӗ такана тупрӗ те — вӗсем унта граждан вӑрҫиренпех йӑваланса выртатчӗҫ — калать мана: «Сидорович, эпӗ санӑн ҫак таканусене илетӗп, вӗсене ата кӗлисем ҫине касса лартӑп, атту ватӑлатӑп пулмалла, кӗлесем ҫине ытларах пусатӑп, атӑпа пушмак кӗлисене юсаса тӑма ӗлкӗрейместӗп», — тет.

Нашел он две старые подковки с английских ботинков, во весь каблук — ишо с Гражданской войны они завалялись — и говорит: «Сидорович, я у тебя эти подковки возьму, врежу их на сапоги, а то, видно, старый становлюсь, на пятку больше надавливаю, не успеваю каблуки на сапогах и на чириках подбивать».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ ӑна пӗчӗк ҫын вырӑнне ан хур, мӗнле пулсан та вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет, хӑйӗн вӗренменлӗхне кӑтартма юрамасть-ҫке-ха унӑн…

— Ты его мелко не кроши, как-никак, а он áнглийский язык учит, нельзя же ему необразованность проявлять…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Хӑвӑрӑн акӑлчан рабочи класӗн, индеецсен тата пусмӑрта пурӑнакан тӗрлӗрен ытти нацисен юнне ӗҫсе пурӑнатӑн-и?

«Пил кровя из своих английских рабочих классов, из индейцев и из разных других угнетенных нациев?

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта совет влаҫӗ пулса тӑрӗ, анчах акӑлчан коммунисчӗсенчен нумайӑшӗ чӑн-чӑн класс тӑшманӗ мӗн иккенне пӗлеймӗҫ, ҫавна пула, хӑнӑхман пирки, вӗсем ӑна кирлӗ пек тыткалама та пултараймӗҫ.

Произойдет там Советская власть, но многие английские коммунисты не будут знать, что такое есть классовая вражина в голом виде, и с непривычки не сумеют с ней как следовает обойтиться.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑлчан чӗлхине.

— Английскому языку.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней