Корпус чувашского языка

Сочетаемость: хупнӑ - ҫӗртен

Корень слова: ҫӗр

Форма слова: ҫӗртен

Часть речи: B

Всего встречается: 4991

Комендант ҫав куннех арестанта допрос тӑвасшӑн пулнӑ, анчах урядник, хӑйпе пӗр кӑварлӑ ҫынсем пулӑшнипе пулас, хупнӑ ҫӗртен тухса тарнӑ.

Комендант думал в тот же день допросить своего арестанта; но урядник бежал из-под караула, вероятно при помощи своих единомышленников.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Леш унӑн тусне Шӑхале вӗлерсе, хӗве хупнӑ ҫӗртен тухса тарнӑ Укаслу.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынна хупса лартнинчен ытла (хупнӑ ҫӗртен тухса тарма пулать) хӑрушлӑха кӗтсе тӑни, ҫав вӑхӑт ытла нумая тӑсӑлни йывӑр-мӗн.

Ожидание, когда оно тянется бесконечно, куда страшнее самого ареста — из каталажки можно сбежать.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пӗлтӗр Чикмерен хупнӑ ҫӗртен тухса тарни…

— В прошлом году из Козьмодемьянской тюрьмы сбежал.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳллӗ тури кошарсене эпир разведкӑна яратпӑр та хамӑр салтаксем валли пусма выльӑхсем илсе килетпӗр, унта нимӗҫсем пирӗн совет хӗрарӑмӗсене хупӑрласа хупнӑ ҫӗртен хӑтара-хӑтара таврӑнатпӑр.

Мы высылали боевые разведки в высокогорные кошары, откуда пополняли наши мясные запасы и вызволяли загнанных туда немцами советских женщин.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хӗве хупнӑ ҫӗртен тартӑн та хӑтӑлтӑм тетӗн пулӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр ушкӑн варринче вӗсем ҫавӑнти тӗп пӑлхавҫа, унччен хупнӑ ҫӗртен тухса тарнӑ Семенов Сидора, отставкӑри салтака, палласа илнӗ пулнӑ.

В одном из них мы признали арестованного раньше отставного солдата Сидора Семенова.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней