Сочетаемость: хӑйне - чаплӑ
Коридорта пӗччен чух, вӑл хаваслӑн та мӑнкӑмӑллӑн утать, хӑйне чаплӑ ҫын пекех тыткалать.
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӑйне чаплӑ сунарҫӑ тесе шутлакан Саша кулса ячӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пурнӑҫра пур япаларан та — турӑран, усал-тӗселсенчен, ял-йышран, тӳре-шарасенчен (пуринчен ытла тиекрен) — хӑрама вӗреннӗскер, вӑл каҫхине хӑйне чаплӑ хуҫа пекех ирӗклӗн те хӑюллӑн тыткаланӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑйне чаплӑ ҫар пуҫӗ, Сулейман Великолепнӑйӑн вӗренекенӗ, тесе шутлакан Сахиб ҫак ҫич-сакӑр ҫул хушшинче асра юлмалӑх, Мускав патшалӑхне кисретмелӗх пӗр вӑрҫӑ та ирттереймерӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Страницы:
- 1