Сочетаемость: темле - чаплӑ
Чӗрем ӗшеннӗ пек пулчӗ, ҫапах кӑкӑрта темле чаплӑ кайӑксем хуллен юрлаҫҫӗ пек, ку кӗвӗ вара — шӑпланми тинӗс хумӗсен шавӗпе пӗрле — ҫав тери лайӑх, ҫулталӑкӗпех итлесе тӑрӑттӑм…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Вырӑс культури, вырӑс чӗлхи темле чаплӑ пулсан та вӑл пирӗн халӑхшӑн ют.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Ҫурт мӑрйинчен тӗтӗм тухманнине инҫетренех курчӗ, курчӗ те, кӑмӑллӑн йӑл кулса: «Ман карчӑк апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ те, халӗ канать пулӗ-ха. Ман хӳттӗмре темле чаплӑ княгиньӑ пекех пурӑнать. Ни хуйхӑ ҫук ун, ни ҫавӑн пек ытти япала…» — тесе шухӑшларӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Листницкий хулпуҫҫийӗпе хирсе, темле чаплӑ тумланнӑ господина аяккалла тӗртсе хӑварчӗ те Корниловӑн куҫ умӗнче ҫиҫсе илнӗ лакированнӑй аттинчен тытса ӗлкӗрчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Виҫӗмкун лараттӑмччӗ ҫапла станцӑра, манпа юнашар темле чаплӑ ҫын майри ларать, куҫлӑх витӗр хӑй ҫинче пыйтӑ пӑхать.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав вӑхӑтра, юри тенӗ пекех, хӑна йышӑнмалли пӳлӗмре Анна Васильевна хӑни пулчӗ; ку вӑл Стаховсемпе юнашар пурӑнакан протопоп арӑмӗ, ҫав тери лайӑх та хисеплӗ хӗрарӑм, анчах темле чаплӑ генерал ҫемйи час-часах иртсе ҫӳрекен ҫул хӗрринчи пӗвере чи шӑрӑх вӑхӑтсенче шыва кӗнӗшӗн полиципе урлӑ-пирлӗ пулкаласа пӗтнӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Никам та ан куртӑр-и? — ыйтрӗ вӑл пит-куҫне темле чаплӑ вӑрттӑнлӑха пӗлнӗ пек туса: «Ӗҫ мӗнлине пӗлетпӗр эпир!» терӗ пулас.
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ӑна курсан, Павел амӑшӗ ирӗксӗрех тӗнчере темле чаплӑ та ҫутӑ, хӑй курса тӑракан пӗлӗтри хӗвел пек япала ҫуралнине туйрӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Мганнга малтан читока йӗри-тавра темле чаплӑ ташӑ ташласа ҫаврӑнчӗ, ун пиҫиххинчен ҫакнӑ хӑнкӑрмасем янӑрарӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Темле чаплӑ сеньорита пулӗ…
XXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Чӑнах та, темле чаплӑ гастрономи мар ӗнтӗ, ҫапах та… — вӑл аллисене кулӑшла саркаласа илчӗ, — ним тума та ҫук.Конечно, не ахти какая гастрономия, а вот… — он комично развел руками, — печальная необходимость.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ивин студент мана ҫапах алӑк патне ҫити ӑсатрӗ, пӗрле пынӑ чух мана акӑ мӗн пӗлтерчӗ; вӑл Петербургри университета вӗренме куҫать-мӗн, мӗншӗн тесен ашшӗне унта вырӑн панӑ (вӑл темле чаплӑ вырӑна асӑнчӗ).
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, хӗл сиввипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илемленнӗрен телейлӗскер, хӑнаран таврӑннӑ хыҫҫӑн, шлепкине хывса, хӑй ҫине пӑхма тӗкӗр умне пынӑ чух е балсене ҫӳремелли ҫара мӑйлӑ кӗпине чӑштӑртаттарса, тарҫӑсенчен вӑтанарах, ҫакӑнпа пӗрлех мӑнаҫланарах та, каретӑна ларма тухнӑ чух, е хамӑр килти пӗчӗк вечерсенче, тӑп-тӑп ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса тата ҫепӗҫ мӑйне темле чаплӑ чӗнтӗрпе капӑрлатса, хӑйӗн ялан пӗр евӗрлӗ курӑнакан илемлӗ сӑнӗпе унталла та кунталла пӑхкаласа кулнӑ чух эпӗ ун ҫине пӑхуҫӑн час-часах ҫапла шухӑшларӑм; ӑна тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм вырӑнне хуракансем вӑл мӗнлине эп курнӑ пек курас-тӑк, киле тӑрса юлнӑ каҫсенче, вуникӗ сехет хыҫҫӑн упӑшки клубран таврӑнасса кӗтсе, вӑл пӗр-пӗр шалпар кӗпепе, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, тӗттӗм пӳлӗмсем тӑрӑх мӗлке пек ҫӳренине курас-тӑк, мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши?
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗнекесем мана эпӗ нумай япалана парӑнмалла мар туса хучӗҫ: епле юратса асап тӳссе пурӑннисене пӗлнӗ ҫӗртех публичнӑй ҫурта кайса кӗме пулмасть; пӗр пуслӑх аскӑнлӑхран йӗрӗнес килетчӗ, тутлӑн туйӑнакан ҫынсене хӗрхенес килетчӗ Рокамболь мана тӗреклӗ пулма, ӗҫ мӗнле пулса пынине парӑнмасӑр тӑма вӗрентетчӗ, Дюма геройӗсем хама-хам темле чаплӑ, пит пысӑк ӗҫ тунӑ ҫӗре парас килекен пулмашкӑн вӗрентетчӗҫ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Королева Марго хӑйӗн кӑвак чул лартнӑ авӑрлӑ нухайкипе хӗнесе тӑкасран ҫынсем хӑратчӗҫ пулӗ тен, — вӑл ҫав нухайкапа пӗр темле чаплӑ чиновнике хӗнесе тӑкнӑ ӗнтӗ тетчӗҫ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хутран-ситрен вӑл чарӑнса хан пуҫ вӗҫнелле пӗшкӗнет, хан вилес умӗн ӑна темле чаплӑ сӑмах каласа хӑварасса кӗтет пулас.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Темле чаплӑ хӑна килтӗр — пур пӗр ан уҫӑр, хуҫа килте ҫук тейӗр.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна темле чаплӑ ҫынна утлантарнӑ пек утлантарчӗҫ, йӗнер ҫине ҫӗклесех лартрӗҫ темелле.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна темле чаплӑ туса кӑларсан та, енчен те хакӗ виҫӗ пус кӑна тӑрас пулсан, чапӗ Китайри телефонсенчен те пӗчӗкрех пулӗччӗ.
Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html
Вӑл халь хӑйне ытти мӑрсасем умӗнче темле чаплӑ ӗҫ тунӑ пекех тыткаларӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
- 1