Сочетаемость: тапӑнма - хатӗрленеҫҫӗ
Эпир Будки Сновидовичи разъезчӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра вырӑнти ҫынсем пирӗн разведчиксене ҫапла асӑрхаттарчӗҫ: чугун ҫул урлӑ каҫнӑ чух нимӗҫсем пире курнӑ иккен те, тепӗр кунне, тул ҫутӑлас умӗн, пире тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ пулать.
Отряд ӳсет // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Мусульмансен, чӑнах, хӑйсен ҫарӗ пур, мӗншӗн тесен уҫҫӑнах Совет влаҫне тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ пулас.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эппин, пурте пӗрле тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
10. Ҫавӑнтан вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсем, пире пӗтерес тесе, пире хирӗҫ пуҫтарӑнчӗҫ, 11. вӗсем ӗнтӗ, тапранса тухса, эпир тарса килнӗ кереме тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенӗн ҫарне Тимофей ертсе пырать.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1