Сочетаемость: мирӑ - ту
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш, 24. пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил; 25. ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ; 26. вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине, 27. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 28. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух; 29. вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ; 30. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1