Корпус чувашского языка

Сочетаемость: ҫинчен - пӗлме

Корень слова: пӗл

Форма слова: пӗлме

Часть речи: 7

Всего встречается: 3266

Мӗншӗн тесен, ун тӑрӑх Русь ҫӗрӗнче ним иккӗленмелле мар тивӗҫлӗхпе тытса пурӑнакан имение туртса илсе нимсӗр хӑварма пултаракан майсенчен пӗри ҫинчен пӗлме кирек камшӑн та питӗ кӑмӑллӑ пулӗ, тесе шанатпӑр.

Полагая, что всякому приятно будет увидать один из способов, коими на Руси можем мы лишиться имения, на владение коим имеем неоспоримое право.

II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Комиссар кун ҫинчен пӗлме ӗлкӗреймен те пулӗ, анчах та вӑл кун пек шӳт туни салхуллӑ пулнине тавҫӑрса илчӗ, ҫапах та кӳренмерӗ, Кукушкин ҫине тӗлӗнсе пӑхса ыйтрӗ кӑна:

Вряд ли комиссар успел узнать об этом, но он сразу уловил мрачный смысл шутки, не обиделся и только, с удивлением глянув на Кукушкина, спросил.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вара, пӗррехинче Мересьев гриппа чирлесен, кӳршӗри палатӑсенчен хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна урасӑр лейтенанта мӗн пулни ҫинчен пӗлме пыра-пыра кайрӗҫ.

И, когда Мересьев однажды заболел гриппом, из соседних палат в сорок вторую пришли гонцы узнать, что случилось с безногим лейтенантом.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тепӗр кунне Обломов Ольгӑн сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме ячӗ.

На другой день он послал узнать о здоровье.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах Алексей, ӑна пушӑлла кӗтсе аптӑраса, тимӗрҫӗ Ваҫилин хӗрне яла пырса шырама пултарнӑ, унта вара чӑн-чӑн Акулинӑна, хулӑнскере, шатраллӑскере курса, Лизӑн ҫӑмӑл шухӑшлӑ вӑййи ҫинчен пӗлме пултарнӑ.

Но Алексей, прождав ее напрасно, мог идти отыскивать в селе дочь Василья кузнеца, настоящую Акулину, толстую, рябую девку, и таким образом догадаться об ее легкомысленной проказе.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Вулакана сирӗн ҫемье, чун киленӗҫӗ ҫинчен пӗлме те кӑсӑклӑ пулӗ.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Малтан, епле те пулсан, Игорь ҫинчен пӗлме тӑрӑшас.

Прежде всего надо скорее узнать что-нибудь об Игоре.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрчӗ: эпир нумай япаласем ҫинчен пӗлмен, нумай япаласем ҫинчен пӗлме те, чухлама та пултарайман.

Во время войны это стало ясно: мы не знали многих вещей, о многих вещах и не могли знать и догадываться.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ку ялавсем тӑрӑх Петя ҫурт хуҫисен пуянлӑхӗ ҫинчен пӗлме вӗреннӗ.

По ним Петя привык судить о богатстве домовладельца.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аслӑ классенче вӗренекенсем «пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен пӗлме» ун патне килнех ҫӳретчӗҫ.

Старшеклассники ходили к нему на дом выяснять отношения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та вӑл хӑй кӑмӑллӑ пулассипе пулмасси ҫинчен пӗлме пултарать-ха: вӑл тӗрлӗ характерлӑ хӗрарӑмсене ҫывӑх пӗлет, хӑйшӗн мӗнле характерлӑ ҫын лайӑх пулнине сӑнаса пӗлнӗ вӑл.

Он вообще может судить, будет ли он доволен: он близко знает женщин разного характера, он испытал, какой характер лучше для него.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унччен салтаксен паттӑрлӑхӗпе паллашма ятарласа военкомата кайма тивнӗ пулсан, халӗ ан ӳркен кӑна - ятарлӑ «Память народа» сайта кӗрсе хӑвна кирлӗ ҫын ҫинчен пӗлме пултаратӑн.

Помоги переводом

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

«Эпӗ кунта куракан ҫынсем вара — ҫынсем те мар: вӗсенчен пӗри те мана пӗлмест тата нихӑшӗ те нихҫан та Мускавра, леш эпӗ пулнӑ обществӑра, пулма тата манӑн ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен пӗлме пултараймасть.

— А эти люди, которых я здесь вижу, — не люди , никто из них меня не знает и никто никогда не может быть в Москве в том обществе, где я был, и узнать о моем прошедшем.

III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫав ҫыхӑнура пулас пулать — эппин кама та пулин Саня ҫинчен пӗлме хушмалла.

Нужно включиться в эту связь, то есть поручить кому-то собрать все сведения о Сане.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн ытлашши калаҫмалли ҫак санпа, ахаль те ытлашши калаҫрӑм: хӗрсене ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, ку вӑл амӑшӗн ӗҫӗ.

Ну, да нечего с тобой много говорить, и так лишнее наговорила: девушкам не следует этого знать, это материно дело.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл вара, — вӑл малтанах уншӑн мар, ун урлӑ Кирсанова ҫинчен пӗлме килетчӗ пулмалла; анчах паллашнӑранпах, кичемлӗх ҫинчен, унтан мӗнле хӑтӑласси ҫинчен калаҫнӑранпах вӑл ӑна хисеплени, кӑмӑллани курӑнать.

И он, — он сначала приезжал, очевидно, не для нее, а для того, чтобы узнать через нее о Кирсановой; но с самого же начала знакомства, с той минуты, как заговорили они о скуке и о средствах избегать скуки, видно было, что он уважает ее, симпатизирует ей.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче, — Вера Павловна ун чухне пӗчӗк пулнӑ-ха: ҫитӗннӗ хӗрӗ умӗнче Марья Алексевна ун пек туман пулӗччӗ, ун чухне мӗншӗн тӑвас мар-ха ӗнтӗ? — пӗчӗк ача ӑнланмасть вӗт! — чӑнах та, Верочка хӑй тӗллӗн ӑнланайми пулӗччӗ те, тавтапуҫ, кухарка питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кухарка та ӑнлантармӗччӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачана ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, анчах еркӗнпе ҫӳренӗшӗн ӑна Марья Алексевна пӗрре питӗ хытӑ хӗненӗ те, чунӗ чӑтайманнипе каласа памалла пулнӑ (тепӗр тесен, Матрена яланах шыҫмак куҫпа ҫӳренӗ, Марья Алексевна аллинчен мар, еркӗн аллинчен, — ку вара лайӑх та, мӗншӗн тесен шыҫмак куҫлӑ кухарка тытма йӳнӗрех-ҫке-ха).

Однажды, — Вера Павловна была еще тогда маленькая: при взрослой дочери Марья Алексевна не стала бы делать этого, а тогда почему было не сделать? — ребенок ведь не понимает! — и точно, сама Верочка не поняла бы, да, спасибо, кухарка растолковала очень вразумительно; да и кухарка не стала бы толковать, потому что дитяти этого знать не следует, но так уже случилось, что душа не стерпела после одной из сильных потасовок от Марьи Алексевны за гульбу с любовником (впрочем, глаз у Матрены был всегда подбитый, не от Марьи Алексевны, а от любовника, — а это и хорошо, потому что кухарка с подбитым глазом дешевле).

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫук, мана ун ҫинчен пӗлме тӳр килмен-ха.

— Нет, я не имею удовольствия.

II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫав дневника вуласа, манӑн иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен кӑштах та пулин, уйрӑмах юлашки вӑхӑтра эпӗ пӗр хӗрарӑмпа мӗнле ҫӳрени ҫинчен пӗлме пулатчӗ.

Из дневника она могла узнать хотя немного мое прошедшее, главное — про последнюю связь, которая была у меня.

V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Сирӗн мӗн ҫинчен пӗлме юрамасть, ҫавӑн ҫинчен.

— Про то, про то, чего вам и знать не полагается.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней