Сочетаемость: тесе - кулкаласа
Ыратнисене пачах туймасӑр, хам айккинчен пӑхса тӑракан ҫын кӑна пулнӑ пек, эпӗ хама икӗ эсэсовец камерӑна каялла ҫӗклесе пынине, наҫилккана юриех силленине, мӑйкӑчра ҫакӑнса тӑни авантарах пулнӑ пулӗччӗ ӑна, тесе кулкаласа калаҫнине илтетӗп.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Нимӗҫ ҫакӑн пек леш тӗнчере пурне те хӑратса пӗтерӗ, тесе кулкаласа партизансенчен пӗри ӑна автоматпа тӗллеме пуҫланӑ, анчах Корнилов комиссар ҫитсе ӗлкӗрнӗ те хыттӑн кӑшкӑрса чарнӑ:
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫук, ҫук! — тесе кулкаласа хирӗҫлеме пуҫларӗ Морис.
XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Малтан вӗсем шӳт тума тытӑнаҫҫӗ: Сеня Лида ашшӗн ботинкипе тухса тарнӑ, тесе кулкаласа илеҫҫӗ.Сначала ребята шутили, что Сеня, мол, сбежал в ботинках отца Лиды, которые дала ему ее мать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
«Сыхлӑр, сыхлӑр, эпӗ пӗрре те васкамастӑп», — тесе кулкаласа илчӗ.Лежал и посмеивался: «Стерегите, стерегите, мне не к спеху».
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
— Ашак ҫинче! — тесе кулкаласа каланӑ Пабло.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хӑш чух амӑшӗ парӑнса: — Ну, ҫывӑр, ҫывӑр, эппин… тӳрмен! — тесе кулкаласа кӑмака сакки ҫинчен анса каятчӗ.Иногда она покорно слезала с приступка, усмехаясь: — Ну, спи, спи… грубиян!
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Пырать капла та, пир ҫапакан ҫук, — тесе кулкаласа илчӗ хуҫи.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
- 1