Сочетаемость: вӑрттӑн - кулкаласа
Вӗсем патӗнче, пӗр-пӗрне куҫ хӗссе, вӑрттӑн кулкаласа, ҫамрӑкрах казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, ушкӑн варринче, кукшалса пыракан лаптак ӗнси ҫине кӗмӗл хӑюпа хӗреслентерсе тунӑ симӗс тӑрӑллӑ атаман ҫӗлӗкне пусса лартса, Пантелей Прокофьевичӑн тантӑшӗ — ватӑлма пӗлми, яланах антоновка улма пек хӗрелсе ҫӳрекен Авденч — хуторта «Брех» (суеҫӗ) тесе чӗнекен казак, чӗрне вӗҫҫӗн тайкаланса пӑхса тӑрать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Урок тӑршшӗпех ачасем ун ҫине пӑха-пӑха, вӑрттӑн кулкаласа ларчӗҫ.Весь урок ребята оглядывались на него и потихоньку посмеивались.
Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Городничий хӑрах куҫлӑ Иван Ивановичпа ҫавӑн ҫинчен заклад хурса тупӑшма хатӗр пулнӑ, анчах хӑрах куҫлӑ Иван Иванович городничие заклада хӑйӗн суранлӑ урине хума сӗннӗ, вӑл тата, хӑй енчен, курман куҫне хума пулсан, килӗшсе татӑлайман; апла калаҫни городничие кӑшт кӳрентернӗ те пулас, хӑнисем вӑрттӑн кулкаласа та илнӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Каллех — сасартӑк пулмасан та — пурте чӗмсӗрленнӗ, хӑшӗсем ун ҫине сӑнавлӑн пӑхнӑ, хӑшӗсем вӑрттӑн кулкаласа илнӗ, хӑшӗсем хӑйсем кӑмӑлсӑррине пичӗсем ҫинче уҫҫӑнах палӑртнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лей кӗпҫене чӗтрекен аллипе чӑмӑртаса тытнӑ юлташне вӑрттӑн кулкаласа сӑнать.Лей, коварно смеясь, наблюдал приятеля, взявшего дрожащей рукой трубку.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Сарӑ хӗвел пӗлӗтсем хыҫӗнчен самантлӑха кӑна тухса вӑрттӑн кулкаласа илет.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Паҫӑрхи пекех вӑрттӑн кулкаласа кӗчӗ хӑна ҫурчӗн хуҫи.
Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
- 1