Сочетаемость: чаплӑ - калать
Оля музыка енӗпе каять пуль, мӗншӗн тесен вӑл халех рояльпе чаплӑ калать, ҫитменнине тата хӑй те питӗ тӑрӑшать.
Ашшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑл ҫав тери чаплӑ калать те юрлать, — кайӑксем шӑпланаҫҫӗ, ҫил лӑпланать, кӗтӳсем канма выртаҫҫӗ, тӳпере хӗвел куҫма чарӑнать.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Алексеюшка, Матвей вырӑссемпе пӗрле кӗтӳ кӗтсе пурӑннӑ, вырӑс юррисене маттур юрлать… тата кӗсле чаплӑ калать…
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Страницы:
- 1