Сочетаемость: хыҫӗнчен - ним
Вал, пысӑкскер, хӗрсе кайнӑскер, пӗлӗтре пӗр-пӗчченскер, пароход хыҫӗнчен ним юлмасӑр пырать, вӑл та пирӗнпе пӗрле маншӑн ыран ирхине халиччен курман ҫӗнӗ ҫыран тухас ҫӗрелле пырасшӑн темелле.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Урисене аран ылмаштарса пусса, вӑл пирвайхи тӑкӑрлӑк патне ҫитрӗ те: — Утсене кайса йӗнерле те кунта кил. Ҫитейместӗп эп… — терӗ хӑй хыҫӗнчен ним юлмасӑр утса пыракан Прохора.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун хыҫӗнчен ним сӑмах чӗнмесӗр, буркине хывмасӑр Сергей те тухрӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Хӑйӗн уҫӑ характерӗ пирки ҫын хыҫӗнчен ним пӗлмесӗр ан кайтӑр тетӗп… хӑйне те, гладиаторсене те сутӑнчӑксем кӗртсе яракан тетел пуррине асӑрхаттаратӑп… эпӗ, тен, ҫакна хамшӑн тӑватӑп пулӗ?
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Страницы:
- 1