Сочетаемость: ту - хушӑкӗсенчен
16. Акӑ Эпӗ нумай-нумай пулӑҫӑ ярӑп та, вӗсене тытма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, кайран нумай-нумай сунарҫӑ ярӑп та, ҫавсем вӗсене кашни ту ҫинчен, кашни сӑрт ҫинчен, ту хушӑкӗсенчен хӑваласа кӑларӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем хӑйсене филистимсен ҫарӗ асӑрхамалла вырӑна тӑнӑ, лешӗсем: акӑ еврейсем хӑйсем пытанса ларнӑ ту хушӑкӗсенчен тухаҫҫӗ, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ту хушӑкӗсенчен ылтӑн тӗслӗ чалӑш хӗвел пайӑркисем тӑсӑлса ӳкрӗҫ, анчах Хура Парӑссем, пӗр йӑрӑм ҫутӑ илмесӗр, ҫаплипех тӳркессӗн йӑтӑнса лараҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл Сӑваплӑ Урата вучӗ патне ҫывхарать те мӗн пур ту хушӑкӗсенчен пуҫтарӑннӑ Аолсен умӗнче калаҫать:Он приблизился к огням Священного Порога и стал говорить Аолам, собравшимся от всех ущелий:
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аолсем ту хушӑкӗсенчен тухаҫҫӗ те Азора тӳремлӗхне таврӑнаҫҫӗ; малта — хаши кӗтӗвӗсем, юнашар — хӗрарӑмсем, ачасем тата таса хӗр-упраҫ.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
- 1