Сочетаемость: таранччен - те
— Эсир ҫак таранччен те хӑвӑр пурнӑҫӑн тӗллевне тупаймастӑр-и? — ыйтрӗ Ольга, чарӑнса тӑрса.— Вы до сих пор не знаете, где цель вашей жизни? — спросила она, остановясь.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑнчах ку таранччен те Мак-Дугал шӑтӑкӗнчи тӗлӗнмелли япаласене курма пыракан турист, пуринчен ытларах ҫав хурлӑхлӑ чул патӗнче чарӑнса, хуллен тумлакан тумламсене пӑхса тӑрать.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ку таранччен те пуҫра шавлать, — кунта килнӗ чухнехинчен те ытларах…
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
25. Пӗтӗм Израильре те Авессалом пек илемлӗ, ун пек мухтавлӑ арҫын пулман; ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранччен те унӑн пӗр кӑлтӑк та пулман.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хунямӑшӗпе Нина Алексеевнӑпа, 83 ҫулти ватӑпа, пӗр-пӗрне ҫак таранччен те сивӗ сӑмах каласа курман вӗсем.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Питех те нумай япала кӑларчӗҫ вӗсем, ҫавӑн пек йывӑр тиенӗ кимӗ епле майпа шыва путманнине эпӗ ку таранччен те ӑс ҫавӑрса ҫитерейместӗп.Груз был так велик, что я до сих пор не понимаю, как она не потонула.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Филипп Эгалите папа тӗнне ӗненме хушнӑ-ши е хушман-ши, Марья Алексевнӑн ӑна мӗншӗн пӗлмелле-ха, Лопухов ҫакна ку таранччен те ӑнланса илеймест.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир мана асӑрхануллӑ пулма вӗрентсе, ку таранччен те нимен те каламарӑр.Вы занимаетесь предостережениями мне и до сих пор ничего не сказали.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак таранччен те унтан тап-таса, халӗ ҫеҫ ҫурнӑ хурӑн вутти шӑрши кӗнӗ пек туйӑннӑ.Казалось, что от него до сих пор крепко пахнет ядрёными, свежеколотыми берёзовыми дровами.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ача валли ҫак таранччен те урана тӑхӑнмалли тупса параймарӑмӑр.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- Анчах та ку таранччен те пирӗн регионӑн идеологине никам та уҫса-ӑнлантарса паман, Тутарстанӑн пуян эткерлӗхӗпе культура пуянлӑхӗ ҫынсем ҫине еплерех витӗм кӳни, вӗсем мӗне вӗрентни ҫинчен эпир пӗтӗм тӗнче пӗлмелӗх калама ӗлкӗреймен-ха.
Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№
Утравӑн ку таранччен те кайса курман ҫыранӗ хӗррине ҫитсен, эпӗ пӗркун курнӑ ҫын ури йӗрӗ пек йӗрсем ку утрав ҫинче пӗртте сайра япала мар иккенне пӗлтӗм.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Ҫапла, Прокофий Иванович, — Татьяна ассӑн сывларӗ, — эсӗ парти кандидатне кӗнӗ пулсан та, «партиллӗ» текен сӑмах мӗне пӗлтернине ку таранччен те ӑнланса илеймен-ха.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапах та эпир чуна ыраттаракан чылай ыйтусене ку таранччен те хамӑр хушӑра уҫҫӑн татса паман.Но до сей поры многие больные вопросы между нами остались невырешенными.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен ӑш-чикӗ ку таранччен те элекпе кӗвӗҫӳрен, саморекламӑпа ҫӑткӑнлӑхран, вӑрттӑн ҫыртас йӑларан тасалса ҫитменнинчен, вӗсем уҫҫӑнах икӗпитлӗн явкалланинчен хытах тӗлӗнетӗп.
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
Вӑл Верочкӑна ашшӗпе амӑшӗ патне чӗннӗ хыҫҫӑн ҫавӑнтах хозяйка поварӗн арӑмӗ патне чупса кайрӗ те: «Сирӗн барин пирӗн барышньӑна ҫураҫнӑ», — терӗ; хозяйкӑн кӗҫӗн горничнӑйне чӗнсе илчӗҫ, эсӗ хӑвна туслӑ ҫын пек тыткаламастӑн, пире ку таранччен те нимӗн те каламан, тесе ӳпкелеме пуҫларӗҫ: кӗҫӗн горничнӑй хӑйне мӗншӗн ятланине ниепле те ӑнланаймарӗ — вӑл нихҫан та нимӗн те пытарса курман; ӑна каласа пачӗҫ — «эпӗ хам та нимӗн те илтмен», — пытарнӑ тесе ахалех ятланӑшӑн унтан каҫару ыйтрӗҫ; кӗҫӗн горничнӑй ҫӗнӗ хыпара пӗлтерме аслӑ горничнӑй патне чупрӗ, аслӑ горничнӑй «Апла эппин, эпӗ нимӗн те илтмен пулсан, вӑл ӑна амӑшӗнчен вӑрттӑн тунӑ ӗнтӗ, Анна Петровна мӗн пӗлнине эпӗ пурне те пӗлекенччӗ-ҫке», — терӗ те барыня патне пӗлтерме кайрӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакнашкал тӗрлӗ япаласене, калӑпӑр, ашшӗн хӗрлӗ флот тумӗ тӑхӑннӑ «Незаможник» тесе ҫырнӑ кӑсыруксӑр картузлӑ, сарӑхнӑ сӑн ӳкерчӗкӗпе ача садӗнчи ҫап-ҫута градуснике ҫыхӑнтарма Володьӑна ку таранччен те тӗл килмен.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва ним мар сике-сике каҫрӗ, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине вӑл ку таранччен те Китая члена илменшӗн критиклесе тӑкрӗ те хӑйӗн итлекенӗсене часах эртелӗн кулленхи ӗҫӗсенчен аякка илсе кайрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эсӗ, Гришатка, ку таранччен те хӑвна тупайман.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах ҫак таранччен те пирӗн ку чухнехи чӑваш литератури шайӗнче тӑракан, унта кӗнӗ сӑмахсене пӗтӗмпе пухса кӑларнӑ словарьсем ҫукки куҫару ӗҫне самай пысӑк йывӑрлӑхсем кӳрет.
Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.
- 1