Сочетаемость: лӑштӑрах - ярса
Ула Тимӗр чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ, (чӗркуҫҫийӗсене самантрах нӳрӗ ҫапрӗ), унтан хӑйне лӑштӑрах ярса хырӑмӗ ҫине выртрӗ, вара, ӑшша пиҫнӗскер, чӑтӑмсӑррӑн, лӑнкӑрт-лӑнкӑрт туса шыв ӗҫме пикенчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Дебаркадер ҫумне юнашнӑ пӑрахутӑн пассажирсене йышӑнмалли площадкине, унтан билетра (ӑна икӗ кун маларах илсе хунӑччӗ) кӑтартнӑ иккӗмӗш хутри каютӑна кӗтӗм, хама лӑштӑрах ярса, плаща йӑрхахран ҫакса, чӑматана ҫӳлӗк ҫине вырнаҫтарса, ларкӑч ҫине майлашса лартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Страницы:
- 1