Сочетаемость: Шура - яланах
Шура яланах ҫакӑн евӗрлӗ ҫыратчӗ: «Паян сакӑр сехетре тӑтӑм. Ӗҫрӗм-ҫирӗм те урама кайрӑм. Петькӑпа ҫапӑҫрӑм».
Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шура яланах математика урокӗсем ҫинчен, Николай Васильевич шухӑшлама, шырама хӑнӑхтарса пыни ҫинчен, вӑл, шухӑшламасӑр е правилӑсене ӑнланмасӑрах, пӑхмасӑр калама вӗренсе пынӑ ачасене вӑтантарса хӗретни ҫинчен каласа паратчӗ.
Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шура яланах пӗтӗм чунтан, хӗрсе кайса ӗҫлет.
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпӗ Шура яланах мухтаса калаҫакан Вальӑна палласа илтӗм: вӑл учком председателӗ, ҫав тери лайӑх комсомолец, лайӑх вӗренекен ача.
Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Страницы:
- 1