Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ну, — терӗ Тиунов йӗри-тавралла пӑхса тата типпӗн ӳсӗркелесе илсе.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Юлашкинчен, вӗсенчен пӗри ӗхлетсе, ӳсӗркелесе илчӗ те, аяккинелле пӑхса: — Пыра темӗн кӑтӑклантарать, юлташ. Салтаксем пӗрер чикарккӑ туртса ярсан, мӗнле-ши, теҫҫӗ, — терӗ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Михаил Иванович, хӑй пӑлханӑвне кӑтартас мар тесе, ӳсӗркелесе, сухалне шӑлкаласа илет.
Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Батальон командирӗ пире, ротӑсен командирӗсемпе вӗсен политика енӗпе ӗҫлекен заместителӗсене, хӑйӗн блиндажне пуҫтарчӗ те, лӑпкӑ сассипе ӳсӗркелесе, приказ каласа пачӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вулама пуҫличчен Толя пичче ӳсӗркелесе илет, унтан аллипе хӑйӗн ҫӳҫне каялла лӑст сирсе ярать: вуласса вара хыттӑн, мачча ҫине пӑхса вулать.
Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ялти учитель пек лӑпкӑн, хушӑран ӳсӗркелесе калаҫакан ҫак кӗрнексӗр майор хӑйӗн офицерӗсемпе салтакӗсемшӗн мӗнле майпа авторитетлӑ пулни нумай ҫынсемшӗн ӑнланмалла мар япала пулса тӑрать.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ӳсӗркелесе, чулсене ҫӗклерӗҫ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Мистер Бертон ӳсӗркелесе илчӗ, ахаль те яка сухалне якатса, малтанах хатӗрленӗ сӑмахсене калама пуҫларӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл аптраса ӳкнипе ним тума пӗлмесӗр тӑнине асӑрханӑ каччӑсем ӳсӗркелесе илчӗҫ.
VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Никита ӳсӗркелесе, тӑхлан пек куҫӗсемпе маччаналла пӑхса выртнӑ, нимӗн те чӗнмен; унӑн аллисем канӑҫсӑр пулса кайнӑ, вӑл тек-текех рясине турткаланӑ, ун ҫинчен темле куҫа курӑнман япаласене пуҫтарса илнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Манах хӑйӗн пуҫне курпунӗ ӑшнелле туртса кӗртсе, ӳсӗркелесе ыйтнӑ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Аслӑ Артамонов ӳсӗркелесе итлесе ларчӗ, нумай ҫирӗ, сахалтарах ӗҫме тӑрӑшрӗ, ҫак ҫынсем хушшинче хӑйне хӑй урӑх йӑхри тискер кайӑк пулнӑ пек туйрӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Житейкин, ӳсӗркелесе, кулкаласа, Барские чавсинчен тӗрткелесе, ӑна алӑк еннелле уттарчӗ, Баймакова, арча ҫине ларса, ӳпкелешсе кӑшкӑрса йӗрсе ячӗ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей, типпӗн ӳсӗркелесе, темӗн пуласса кӗтнӗ пек, мӑйне тӑса-тӑса хула еннелле пӑхса ларать.Алексей, сухо покашливая, смотрел в сторону города и точно ждал чего-то, вытягивая шею.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗрисем ӑна — выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакан терӗҫ, теприсем — бурмистр; хула старӑсти Евсей Баймаков вара, лӑпкӑ кӑмӑллӑ та сывлӑхӗ начар, анчах ырӑ чӗреллӗ ҫын, хуллен ӳсӗркелесе: — Шанӑҫлӑнах калама пулать, — дворовӑй ҫынсенчен вӑл, егерь е улпутсене йӑпатаканскер, — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тополев мӗнпур вӑйран, тытӑнчӑклӑ ӳсӗркелесе ответлерӗ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Алексей тӗтӗмпе чыхӑнса ӳсӗркелесе илчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хуҫа сухалне якаткаларӗ, ӳсӗркелесе илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Генерал ӳсӗркелесе пырне тӑсрӗ те тост калама тытӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Матви, те шанмалла сана, чее кушака, тенӗшкел, ӳсӗркелесе илчӗ.Матвей покашлял, будто говоря, верить ли тебе, хитрой кошке.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.