Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аслисем ҫул ҫинче яланах сисӗмлӗ те тимлӗ пулсан тӗпренчӗкӗ те сисчӗвленме хӑнӑхса ӳсӗ.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
43. Сут кунӗ вара ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗ тата пулас вилӗмсӗрлӗхӗн пуҫламӑшӗ пулӗ, ун чухне вилекен пулмӗ, 44. чарусӑрлӑх пӗтсе ларӗ, ӗненӳсӗр пурӑнасси чарӑнӗ, тӗрӗслӗх ӳсӗ, чӑнлӑх ҫуталса кайӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ ӗнтӗ вӗсем, ҫӗр пушанса юлнипе, тухса кайӗҫ; Египет пуҫтарӗ вӗсене, Мемфис хули пытарӗ; вӗсен кӗмӗлтен тунӑ хаклӑ япалисене вӗлтӗрен пусса илӗ, чатӑрӗсенче йӗплӗ кӳкен ӳсӗ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те ҫимӗҫ паракан тӗрлӗ йывӑҫ ӳсӗ: вӗсенӗн ҫулҫи шанмӗ, вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫимӗҫ кӳрсе тӑрӗҫ; уйӑхсерен ҫӗнӗ ҫимӗҫ ҫитӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем валли шыв Турӑ Ҫурчӗн сӑваплӑ пӳлӗмӗнчен юхать; вӗсенӗн ҫимӗҫӗ ҫиме, ҫулҫи эмеллеме пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗплӗ тӗмсем вырӑнне кипарис ӳссе ларӗ, вӗлтӗрен вырӑнне мирт йывӑҫӗ ӳсӗ; ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн пулӗ, нихӑҫан арканми ӗмӗрлӗх паллӑшӑн пулӗ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ман халӑхӑмӑн ҫӗрӗ ҫинче йӗплӗ курӑк та ҫумкурӑкӗ ӳсӗ, хавас шавлӑ хулари савӑнӑҫлӑ ҫуртсенче те ҫапла пулӗ, 14-15. мӗншӗн тесессӗн керменсене пӑрахса хӑварӗҫ; шавлӑ хуларан тухса кайӗҫ; вара пирӗн ҫине тӳперен Сывлӑш аниччен, пушхир сат пулса тӑриччен, сат пахчине вӑрман тесех шутлама пуҫличчен Офел сӑрчӗпе пашне хир ашакӗсемпе кӗтӳсемшӗн ту хушӑкӗ вырӑнне пулӗҫ, вӗсем ҫавӑнта хӳтлӗх тупӗҫ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: пин кӗмӗллӗх пин иҫӗм аврийӗ ӳснӗ кирек хӑш вырӑнта та кӳкенпе йӗплӗ тӗмӗ ӳсӗ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.