Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленчӗ (тĕпĕ: ҫӗклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗри ҫӗрулми пӑсӗ маччана ҫити ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Койка пуҫӗнчен тыткаласа ҫеҫ ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Таҫтан ҫил ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Чӑн та, каркас пӗр эрнерех нумай ҫӗкленчӗ, рабочисен те ӗҫе планпа палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлес шанӑҫ ҫуралчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алексей темиҫе минут ҫывӑрнӑн выртрӗ, анчах малалла икӗпитленме пултараймарӗ, чавса ҫине ҫӗкленчӗ те: — Ну мӗнле, Михаил Степанович? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кур: ҫӗкленчӗ ӗҫлӗ халӑх, Хирӗҫет ҫанталӑк кӑлӑх — Пусӑра, хирте аван Ӗҫ ӑнса пырать паян.

Помоги переводом

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

Ҫакна илтсен, ман питӗм вутпа тӗртнӗ пек пӗҫерсе кайрӗ, сылтӑм алӑ хӑй тӗллӗнех пуҫ ҫинчи шлепке патнелле ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Хастарлӑх кӗввине илтнӗ Яльчиков ура ҫине йывӑррӑн ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫапла, — ура ҫине ҫӗкленчӗ Яковлев.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Начальник пукан ҫинчен йӑраланса ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат вӑхӑчӗ вӗҫленнине сиснӗ Яльчиков ура ҫине ҫӗкленчӗ, бригада та тӑрса ӗҫе пикенчӗ.

Помоги переводом

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан пианино умӗнчен ҫӗкленчӗ те тусне пырса ыталарӗ.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасси унӑн калаҫнӑ май Мерчӗкре сӑвӑ вуланӑ чухнехи пекех вӑйланса, вӑйланса ҫӗкленчӗ:

Помоги переводом

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫ пӑтраннипе мар-и! — ури ҫине ҫӗкленчӗ Стасик.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ хӗвел те, йывӑҫсен ытамӗнчен ҫӑлӑнса, тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗ, хӗрсем те, ҫихӗрешсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри баракалла чупса кӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна хирӗҫ вӑрман леш вӗҫӗнчен хӗвел ташласа ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле ҫӗкленчӗ, куҫӗсемпе таврара тем шырарӗ, анчах та ҫеҫенхир те, тӗмескесем те курӑнмаҫҫӗ, пушӑ стенасем анчах сивлеккӗн шӑпланнӑ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел, хӗрелсе ҫитнӗскер, тӳпере ҫӳле ҫӗкленчӗ, Ешӗл Йӑмраллӑ ялне пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Эй, эсир, ҫынсем! Ӑҫта эсир? Ҫуркунне, — тесе пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле йывӑррӑн ҫӗкленчӗ, чӗтрекен аллисемпе тӑлпаланнӑ ҫӳҫӗсене якатрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Заем ҫине алӑ пусмалла, — палламанни салтак арӑмӗ ҫийӗн пӗлӗт пек ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней