Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклентерчӗ (тĕпĕ: ҫӗклентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫе хак параканни кам пулать? — куҫ харшийӗсене ҫӗклентерчӗ Каледин.

— Кто же будет судьей? — Каледин поднял брови.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак шухӑш чӗрине ҫӗклентерчӗ: акӑ вӑл, Совет Союзӗн Геройӗ, ют хулара та ахаль аллея тӑрӑх мар, хӑйӗн аллейипе утать…

Эта мысль всколыхнуло сердце: вот он, герой Советского Союза, в чужом городе идет не по обычной аллее, а по своей Аллее…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Федот, пӑхӑр тӗслӗ пит шӑммисене ҫӗклентерчӗ те, инҫетре курӑнакан ҫеҫенхир хыткурӑкӗсен чӑтлӑхӗсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ: Гетман шляхӗ сӗвек сӑрт ҫинелле пӑрӑнать.

Федот, поднимая бронзовые скулы, вгляделся в далекие заросли степного бурьяна: Гетманский шлях тянулся на изволок.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хаклӑ хӑтаҫӑм! — тӳрех кӑшкӑрнӑ пекех шӑл хушшипе сассине ҫӗклентерчӗ, — хӑта! — терӗ, мӑкалса ҫитнӗ хура шӑлӗсене кӑтартса.

— Дорогой мой сваточек! — сразу повышал голос до крика, — Сват! — ревел он, обнажая черные, притупленные резцы.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тинкерсе пӑхрӗ те тӗлӗннипеле куҫхаршийӗсене ҫӗклентерчӗ.

Григорий всмотрелся и изумленно поднял брови.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхра ҫапӑҫу пыни кӗтмен ҫӗртен ун чун-хавалне ҫӗклентерчӗ: нервсем туртӑнчӗҫ, чӗри хыттӑн тапрӗ, хӑлхисем янӑрарӗҫ…

На него неожиданно возбуждающе подействовали звуки близкого боя; напряглись все нервы, гулко застучало сердце, зазвенело в ушах…

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Осип Михайлович юнпа вараланса пӗтнӗ кӑвак мӑйӑхӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерчӗ, халӑх хушшинче Макарихӑна куҫӗпе шырарӗ, вӑл халӑх хускалнӑ вырӑнта тӑнине курчӗ те аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, — ҫанӑ ҫӗтӗкӗсем вара алли тӑрӑх хулпуҫҫийӗ ҫинех шуса анчӗҫ.

Осип Михайлович поднял забрызганные кровью седые усы, поискал глазами в толпе Макариху, увидел ее в том месте, где колыхалась толпа, и вскинул руку так, что лохмотья сползли по ней до плеча.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Юлия Львовна хулпуҫҫисене ҫӗклентерчӗ:

Юлия Львовна пожала прямыми плечами:

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Белецкий шанмасӑр куҫхаршисене ҫӗклентерчӗ.

Белецкий недоверчиво поднял брови.

XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Кофейньӑра халиччен лӑпкӑн та лӳпперрӗн ларнӑ ҫынсене ҫак сӑмах хӗпӗртесе ҫӗклентерчӗ.

Внезапное возбуждение обуяло посетителей кофейни, перед тем таких тихих и вялых.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла мухтаса калани Фратю кӑмӑлне самай ҫӗклентерчӗ, кунта пуҫтарӑннӑ ҫынсем еннелле вӑл мӑнаҫлӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Весьма польщенный, господин Фратю горделивым взглядом окинул компанию.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Климент аслӑ учителӗн ыр кӑмӑллӑ та лӑпкӑ сӑнарӗ хӗрачасене хӑйсен пӗлӗвӗ енӗпе шанчӑклӑрах пулма ҫӗклентерчӗ.

Добродушное и спокойное лицо главного учителя Климента и его теплые слова внушили девочкам уверенность в своих силах.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗншӗн кӗпе-тумтир памалла-ха вара сана? — Нагульнов, Давыдов патӗнче лараканскер, саркаланчӑк куҫхаршисене ҫӗклентерчӗ.

— Это за что же тебе одежину справлять? — Нагульнов, сидевший у Давыдова, поднял разлатые брови.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӗстер, Коншак, вӗҫтер! — ҫӗклентерчӗ Девяткин.

— Жми, Коншак, газуй! — подзадоривал Девяткин.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫуртсен хушшинчи хапха патне пыракан пусма ҫине хӑпарсан, эпӗ ҫыранран ҫыран патне ҫити сарӑлан бухта куртӑм та, мана каллех пӗр вӑранса та пӗр лӑпланса илен кӑмӑлӑм асӑма ҫук ҫӗклентерчӗ.

Поднявшись на высокую лестницу, которая вела под арку, перекинутую между этими домами, я увидел бухту от берега до берега, и непонятное волнение, которое всё утро то пробуждалось, то утихало в душе, вновь овладело мною с какой-то пронзительной силой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пугачев кулни манӑн кӑмӑла кӑштах ҫӗклентерчӗ.

Насмешка Пугачева возвратила мне бодрость.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл хӑйне ҫапла хыпӑнса ӳкмесӗр тыткалани мана чылаях ҫӗклентерчӗ.

Его хладнокровие ободрило меня.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халиччен пулман виҫесӗр савнӑҫ ҫӗклентерчӗ унӑн чунне.

Чувство дикой, необузданной радости поднялось в нем.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней