Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кама ҫӗр ҫӗклейми усал тунӑ эп, ӑҫта ҫылӑха кӗнӗ?»
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ирхине ҫеҫ ӑна ҫав лупашкаран кутне те ҫӗртен ҫӗклейми пӗр самӑр сысна, читленсе ҫихӗре-ҫихӗре (хӑйӗн ырлӑхне туртса илнӗшӗн урнӑ пулӗ ӗнтӗ), сӑмсипе йӑшта-йӑшта, ҫӗрӗк пӗренене кустарнӑ пек вӑлтӑрт-валтӑрт, вӑлтти-валтти йӑвалантарса катертнӗ, терӗҫ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Санӑн ӗнтӗ, Пурис, хӑвӑн ҫӗр ҫӗклейми ҫылӑхусемшӗн ӗмӗр-ӗмӗр тамӑкра ҫунма е шуйттансен чури пулса пурӑнма тивет…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хыҫҫӑнах сан ӑшна кӗҫӗн шуйттансенчен пӗри (ҫынсем ӑна вупкӑн е ийе теҫҫӗ) кӗрсе вырнаҫрӗ, вӑлах сана ӳлӗмре ҫӗр ҫӗклейми пысӑк ҫылӑхсем тума хӗтӗртсе пурӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр куҫне ҫавӑнталла вичкӗнлетрӗ — куҫ ҫӗклейми кӗмсӗркке, чашкӑрса та чашласа вӗрекен хура хуран хӗрри курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Темӗн те пӗр курса-тӳссе ирттерчӗ ҫӗр ҫӗклейми асаплӑ хӗрарӑм.
XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Эсӗ паҫӑр, Борис, ху темле майпа «фронтри герой» пулма хӑтланса, ҫӗр ҫӗклейми намӑс курни ҫинчен асӑнтӑн.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӗрре эпӗ «фронтри герой» пулма хӑтланса пӑхрӑм та, тӑванӑм, ҫӗр ҫӗклейми намӑс куртӑм…
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫав йывӑҫсем чечекӗсене тӑка пуҫласанах ҫӑка, пилеш, палан, акаци, шӑлан йывӑҫҫисем хӑйсен илемлӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ чечекӗсене сапаҫҫӗ, спирей тӗмисем, ҫӗклейми йышлӑ чечекӗсене ҫӗре ҫитиех усса, пуҫ тайсах саламлаҫҫӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Шухӑшӗ йӗркене кӗрсен, хӑйӗн мӗнпур ӑнӑҫсӑр пурнӑҫне, ҫӗклейми хуйхине тӗпрен ӑнланса илчӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Миххана та ҫӗклейми хур кӳрӗп.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ӑнлантӑм, Сахар Петровчӑ, ҫӗр ҫӗклейми тав сана.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ҫӗр ҫӗклейми тав сире, Петр Петрович.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗпе-сапа пуҫлансан, вӑл выртрӗ те урӑх тӑраймарӗ, пуҫне ҫытар ҫинчен те ҫӗклейми пулчӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пуҫ ҫӗклейми хурлӑх йӑтӑнса ансан, Петӗр ӗҫхалӑхӗн ӗмӗрхи хуйхи-суйхи мӗнрен килни ҫинчен пайтах шухӑшланӑ.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Паян эпӗ тем пекех ывӑнтӑм, халӗ ӗнтӗ ҫунатӑмсене те ҫӗклейми пултӑм.Да разве я целый день не ловила мошек, чтобы накормить моих малюток!
Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.
Халӑх умӗнче пуҫне ҫӗклейми вӑтанать пек, куҫа-куҫӑн чухне чӗлхипе ваккатла кастарать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Икӗ эрне иртсен Го Чжэнь-тан пуҫне те ҫӗклейми пулнӑ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пурнӑҫра куҫ ҫӗклейми пурлӑх тума вӑй ҫитернӗ хура халӑх хӑй чӑтса тӑрайми хурлӑх курать, хуҫасен хура вӑйне пӑхӑнса, вӑл кӗлмӗҫе тухать, чун хавалӗ мӑкалнине пула вӑхӑт-вӑхӑт чи ҫывӑх юлташне те курайми пулса ҫитет…
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Акӑ унӑн пурнӑҫӗ малашне чиперех сыпӑнса каять: ҫӑкӑр умран юлать, картишӗнче вите тулли выльӑх-чӗрлӗх пулӗ, кӗлетри пӳлмесем, тырӑпа тулса, тапса ванас пек сарӑлӗҫ, пӳрт-ҫурт ытарса тухмалла мар лартса хурӗ, пахчара турат ҫӗклейми хӗрлӗ панулмисем пиҫӗҫ, кӗсйи те пушӑ мар.
XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1
- 2